Понедельник, 29 апреля

Тыл ӗҫченӗн – юбилей

Тыл ӗҫченӗн – юбилей

Пирӗн тӑрӑхра вӑрӑм ӗмӗр пурӑнакан ҫын йышлӑ. Шӑпи йывӑр килсе тухнӑ пулин те, аслӑ ӑру сывлӑх енчен ҫирӗп, тӗреклӗ пулнинчен тӗлӗнмелли ҫеҫ юлать. Акӑ, Комсомольски ялӗнче пурӑнакан Мавра Чепайкина — ӗҫпе тыл ветеранӗ. Урама тухсах каймасть пулин те, кинемей пӳртре кӑштӑртатса ҫӳреме мехел ҫитерет-ха. Амӑшӗн шанчӑклӑ тӗрекӗ — пӗрле пурӑнакан ывӑлӗ Владимир. Асаилӳсен ҫӑмхине сӳтме пуҫласан вара ват ҫыннӑн куҫӗ умне иртнӗ кун-ҫул тухса тӑрать.

Аслӑ Отечествӑлла вӑрҫӑ пуҫланнӑ ҫулхине Мавра 13 ҫулти хӗрача пулнӑ. Унӑн тата тантӑшӗсен ачалӑхӗ ҫав кунран вӗҫленнӗ, шкул парттине колхоз хирӗсемпе, фермисемпе улӑштарма тивнӗ. Ара, вӑйпитти арҫынсем ҫапӑҫу хирне ӑсансан пӗтӗм ӗҫ ялта юлнӑ ватӑсен, хӗрарӑмсемпе ача-пӑчан хулпуҫҫийӗ ҫине тиеннӗ-ҫке. Аслисемпе танах ачасем те ҫӗнтерӗ ве ҫывхартассишӗн мӗнпур вӑйран тӑрӑшнӑ.

… Вӑхӑт урапи яланах малалла кӑлтӑртатать. Акӑ, кӑрлачӑн 31-мӗшӗнче Мавра Чепайкина 95 ҫул тултарнӑ. Ҫак савӑнӑҫлӑ кунпа Мавра Кузьминичнӑна саламлама Комсомольски территориллӗ уйрӑм начальникӗ Мария Илларионова ҫитнӗ. Вӑл ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин янӑ саламлӑ открыткӑна вуласа панӑ, ҫавӑн пекех муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн Александр Осиповӑн ятӗнчен хаклӑ парне парса чысланӑ.

— Хисеплӗ Мавра Кузьминична! Сире юбилей ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп. Эсир пирӗншӗн, хальхи ӑрушӑн, ырӑ тӗслӗх, хисепе тивӗҫлӗ ҫын. Эпир сирӗнпе мухтанатпӑр, ҫывӑх ҫыннусен чӗре ӑшшине малалшне те туйса тӑрӑр, — тенӗ Мария Алексеевна, Мавра Кузьминичнӑна ырӑ кӑмӑл-туйӑм тата ырлӑх-сывлӑх сунса.

Хӑйне пысӑк хисеп тунӑшӑн ӗҫ ветеранӗ ҫав тери савӑннӑ, хӑнасене тав тунӑ, хӑй мӗн чухлӗ пурӑнса ирттернӗ, пурне те ҫавӑн пек вӑрӑм ӗмӗр суннӑ.

Л.ГЕОРГИЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *