Понедельник, 9 декабря

Аталану тӗллевӗсем — Ҫырура

Аталану тӗллевӗсем — Ҫырура

Олег Алексеевич Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗнче ӗҫлеме пуҫланӑранпа Ҫырупа виҫҫӗмӗш хут паллаштарчӗ, сӑмах пӗр сехет ытла пычӗ. Экран ҫине QR-код кӑларнӑ май Чӑваш Енре пурӑнакансен пӗрремӗш хут Тӗп документа тӳрех хаклама, хӑйсен шухӑшне пӗлтерме пултарчӗҫ.

— 2022 ҫула эпир сирӗнпе мухтавлӑ ентешӗмӗрсене халалларӑмӑр. Ҫавна май вӗсене асра тытас тата патриотизмла воспитанине аталантарас тӗлӗшпе хамӑр илнӗ ҫул-йӗре малалла тӑсрӑмӑр. Эпир Чӑваш Ен ятне мухтава кӑларнӑ йӑхташӑмӑрсен ячӗсене аса илтӗмӗр. Пирӗн хушӑри ҫынсен ҫитӗнӗвӗсемпе, вӗсенчен чылайӑшӗ ҫак залра ларать, савӑнтӑмӑр. Вӗсем культура, сывлӑх сыхлавӗн, наукӑпа вӗренӳ, физкультурӑпа спорт тытӑмӗнче тата ытти сферӑра тӑрӑшакансем, — терӗ чи малтанах О.Николаев. Ҫавӑн пекех ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан кашни салтак герой пулнине палӑртрӗ. Вӗсем — хальхи вӑхӑтра ҫӗршыв историне ҫыракан ентешсем, пурнӑҫне тата сывлӑхне шеллемесӗр ҫапӑҫса тӗрлӗ наградӑна тивӗҫеҫҫӗ. Шел пулин те, ҫӗршывӑн пуласлӑхӗшӗн хӑйсен пурнӑҫне хунисем те сахал мар.

Правительство ҫар ҫыннисемпе вӗсен ҫемйисене комплекслӑ майпа пулӑшасси ҫине сахал мар тимлӗх уйӑрать.

Иртнӗ ҫулхи ӗҫ-хӗле пӗтӗмлетессипе ҫыхӑннӑ сӑмахӗсене пуҫланӑ май Олег Алексеевич ҫапла каларӗ% «…маларах пуҫланӑ ҫӗнӗ инвестици проекчӗсене малалла тӑсма, ҫӗнӗ масштаблӑ инвестици проекчӗсене хута яма май килчӗ…». Промышленноҫа чылай пулӑшу панӑ — 2020 ҫултан пуҫласа 325 млн тенкӗ, иртнӗ ҫул вӑл 7 миллиард тенкӗ ытла ӳснӗ. Предпринимательсен шучӗ чӗрӗк хут, харпӑр ӗҫне пуҫаракансен шучӗ 5 хут  ӳснӗ, АПК продукцийӗн калӑпӑшӗ 100 миллиард тенкӗрен иртнӗ. Кӑҫалхи тӗллев — хӑмла туса илессине уйрӑм тимлӗх уйӑрасси, ял хуҫалӑх продукцийӗн экспорчӗн тӳпине ӳстересси.

Ҫемье институтне тӗрев парасси, амӑшӗпе ачалӑха пулӑшасси — тӗп вырӑнта. Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкӗн- чи тӗп тӗллев — кашни ачана тивӗҫлӗ аталанма условисем туса парасси.

Ҫавӑн пекех кӑҫал республика Пуҫлӑхӗ лартнӑ тӗллевсем хушшинче — кивелнӗ тата авариллӗ ҫурт-йӗре ҫӗнетессипе ҫыхӑннӑ ыйтусене татса парасси, экспортӑн ҫӗнӗ географине йӗркелесси, М-12 трассӑна  тӑвассине вӗҫлесси…

Кӑҫал чӑваш халӑхне ҫутта кӑларнӑ Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитет. Пысӑк пӗлте- рӗшлӗ пулӑм ҫакӑ. Яковлевӑн вуншар ҫул каялла ҫырнӑ халалӗсем хальхи вӑхӑтра та пӗлтерӗшлӗ, ҫакна ҫирӗплетсе пуҫлӑх ҫапла палӑртрӗ: «Шанса тӑратпӑр, патриарх халалне тытса пыни чӑваш халӑх культурипе чӗлхине аталантарма, йӑли-йӗркине упраса хӑварма пулӑшӗ».

Чӑваш Енре федераци программисем ӑнӑҫлӑн пурнӑҫланса пыраҫҫӗ. Кӑҫал Шупашкарти «Садовый»       микрорайонта тата Сӗнтӗрвӑрринче ҫӗнӗ шкулсем хута ярӗҫ, тӗп хулари «Университет» микрорайонта, Ҫӗнӗ Шупашкарта тата Кӳкеҫре  шкулсем тума пуҫланӑ.

Олег Николаев Вӗренӳ министерствине 2030 ҫулччен ҫамрӑксен политикин патшалӑх программине аталантармалли программа хатӗрлеме тӗллев лартрӗ.

Чӑваш Енре сывлӑх сыхлавне ҫӗнетсех пыраҫҫӗ — 2023 ҫулта тата 42 объекта ҫӗнетме тата пысӑк медцентрсем тума палӑртнӑ. Пысӑк технологиллӗ медицина пулӑшӑвӗ активлӑн аталаннине те асӑнмалла.

«Раҫҫейӗн тӗрленӗ картти» проект Чӑваш Ене «Нумай сӑнлӑ Раҫҫей» туризм маршрутне кӗме май панӑ. РФ Культура министерстви кӑҫал Раҫҫей регионӗсен тӗрленӗ карттисен фестивальне ирттерес шухӑша ырланӑ. Чӑваш Республикин Правительстви пысӑк калӑпӑшлӑ мероприятие йӗркелес ӗҫе пуҫӑнӗ.

Чӑваш Ен спорт инфратытӑмне аталантарас енӗпе малтисен йышӗнче. Ҫулталӑк вӗҫлениччен ҫӗнӗ пысӑк спорт сооруженийӗсем — «Атӑл» стадион, искусство пӑрӗпе витнӗ каток тата ыттисем те ӗҫлеме пуҫлӗҫ. Чи кирли — йӗлтӗрпе чупмалли трассӑна туни тӗнче шайӗнчи ӑмӑртусене тухма май парӗ.

Тӑлӑхсене, сахал тупӑшлӑ ҫемьесене пулӑшасси — тӗп тӗллевсен шутӗнче. Кӑҫал республикӑра 315 тӑлӑха, пилӗк е ытларах ачаллӑ 65 (е ытларах) ҫемьене пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерме палӑртнӑ. Ертӳҫӗ правительствӑна хамӑрӑн тӑрӑхри ҫынсене хушма тӗрев парас тӗллевпе февралӗн 1-мӗшӗнчен социаллӑ тӳлевсене 12,2 процент индексацилеме хушрӗ.

Экологи ыйтӑвӗ те пысӑк пӗлтерӗшлӗ. 2030 ҫулччен Раҫҫейре ҫӳп-ҫапӑн 100 процентне уйӑрса сахалтан та 50 проценчӗпе тӗллевлӗ усӑ курма пуҫламашкӑн тӗллев тытнӑ. Пирӗн ҫак ӗҫе 3—4 ҫул маларах пурнӑҫламалла.

2023 ҫулта Чӑваш Енре 57 пин ытла ҫынна шывпа тивӗҫтерессине проекта пурнӑҫа кӗртӗҫ. Ку Ҫӗмӗрле хулинче, Патӑрьел, Шӑмӑршӑ районӗсенче тата Комсомольски районӗн кӑнтӑр пайӗнче пурӑнакансене пырса тивет.

Чӑваш Ен пурӑнмалли ҫурт-йӗр строительствине малалла та тӗрев парать. «2022—2025 ҫулсенче Шупашкарта, Ҫӗнӗ Шупашкарта, Канашра тата Шупашкар районӗнче пурӑнмалли ҫурт-йӗре комплекслӑ вырнаҫтарас енӗпе сакӑр участок туса хурӗҫ. Ҫавӑн пекех 47 ҫухрӑма яхӑн инженер тетелӗсем, 11 ҫухрӑм шалти тата тулаш магистраль, 940 вырӑнлӑ тӑватӑ ача сачӗ хута кайӗҫ. Лифтсене улӑштармалли республика программипе килӗшӳллӗн Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти нумай хваттерлӗ 24 ҫуртра 74 лифта улӑштарма палӑртнӑ. Чӑваш Ен энергетикӑна ҫӗнетес тата электросеть хуҫалӑхӗн объекчӗсене консолидацилес енӗпе регион-пилотсен шутне кӗрет. Республикӑра иртнӗ ҫул ял хуҫалӑхӗнче рекордлӑ тырпул илни ял хуҫалӑх предприятийӗсен ҫӗнетӗвӗн кӑтартӑвӗ пулнине, ҫавна май Правительствӑна аграрисене пулӑшма ҫӗнӗ майсем хатӗрлеме хушнине каларӗ О.Николаев. Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн Администрацийӗ умне вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен тухӑҫлӑхне хакламалли тытӑма, Чӑваш Енре выльӑх-чӗрлӗх пӑхассине 2025 ҫулччен ӑнӑҫлӑ аталантарма ҫывӑх вӑхӑтра стратеги хатӗрлеме тӗллев лартрӗ.

Ҫырӑвне вӗҫленӗ хыҫҫӑн О.Николаев Улатӑр хулинче ҫуралса ӳснӗ, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннӑ Артемий Репкина Паттӑрлӑх орденӗ парса чысларӗ.

А.Мариян хатӗрленӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *