Понедельник, 13 мая

Тĕллевсене пурнăçлама тăрăшнă

Тĕллевсене пурнăçлама тăрăшнă

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ 2022 çулта  ЧР Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче яланхиллех пысăк пĕлтерĕшлĕ тĕллевсем палăртнăччĕ.  Вĕсене пурнăçласа пирĕн районта чылай ĕç туса ирттернĕ.

2022 çул республикăра Мухтавлă ентешсен çулталăкĕ тесе палăртнă.

«Çавна май палăртса хунă ĕçсене пурнăçлама çĕнĕ проектсем пуçарас ĕçе республикăри ĕç тăвакан тата саккун кăларакан влаç органĕсемпе вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем кăна мар, хальхи гражданла мĕнпур обществăн институчĕ, республикăра пурăнакан уйрăм çынсемпе ытти регионти йăхташăмăрсем те хастар хутшăнасса шанатăп».

(Çыруран).

Чăнах та, Мухтавлă  ентешсен çулталăкне халалласа районта нумай мероприяти ирттернĕ.  Вĕсене ача-пăчаран пуçласа ватти- вĕтти таранах хутшăнчĕ.  Культура учрежденийĕсенче, шкулсенче пултарулăх каçĕсем, вулавсем, хамăр тăрăхра çуралса ӳснĕ паллă çынсемпе тĕлпулусем йĕркеленĕ.   Районта «Акатуй» ирттерекен вырăнта ял тăрăхĕсене кĕрекен ялсен лаптăкне кăтартакан тата унта çуралса ӳснĕ паллă çынсен ячĕсене çырнă стенд вырнаçтарнă.  Ун умĕнче уява килнисенчен чылайăшĕ чарăнса тăчĕ.  Ялсенче обществăлла пурнăçра ырă ят çĕнсе илнĕ çынсене ĕмĕр асра тытма Асăну хăмисем уçнă.  Акă, Аслă Чурачăк ялĕнче «Заветы Ильича» колхоза нумай çул ăнăçлă ертсе пынă И. И. Чернов ĕçленĕ правлени  çуртĕнче, Д. В. Немцев агроном вăй хунă Нĕркеçри сортсем сăнакан станцире асăну хăмисем  вырнаçтарнă.  Кайнлăк ял тăрăхĕнче ку ялсенче ĕçлесе правительство наградисене çĕнсе илнĕ çынсем çинчен каласа паракан стенд çитĕнекен ăрушăн пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнĕ.  «Каçал ен» хаçат страницисенче те пултаруллă ентешсем çинчен калакан хайлав чылай пичетленчĕ.

«Интенсивлă майпа пахча çимĕç тата çĕрулми туса илмелли, вĕсене тарăннăн тирпейлемелли специализациленĕ вырăн йĕркелемелле, çавăн пекех республикăри хуçалăхсенче çĕрулми вăрлăхĕн хамăр çĕршыври  сорчĕсене тăвас ĕçе хăвăртлатмалла».

 (Çыруран).

Пирĕн районта «иккĕмĕш çăкăр» туса илес енĕпе «Слава картофелю», «Комсомольские овощи» агрофирмăсем, «Дружба», «Рассвет» ЯХПКсем, Самаринăн фермер хуçалăхĕ тухăçлă ĕçлеççĕ.  Вĕсенче ку культурăна малта пыракан технологисемпе усă курса çитĕнтереççĕ.  «Слава картофелю» агрофирмăра çĕрулмие лартса тунипе пĕрлех пахалăхлă вăрлăх çине те пысăк тимлĕх уйăраççĕ.  Кунта ятарлă лабораторире пробиркăсенче «иккĕмĕш çăкăрăн» паха сорчĕсене туса илеççĕ, вĕсен калчисене ятарлă теплицăсенче çитĕнтереççĕ.  Çак агрофирмăрах 183,1 миллион тенкĕлĕх 4200 тонна çĕрулми упрама, 9600 тонна тирпейлеме пултаракан хăватлă хранилище туса пĕтернĕ.

«Çав хушăрах халăх пурнăçĕн йăли-йĕркине тивĕçлипе упракан, çынсем хăйсен чĕлхине тата хăйсен авалтан килекен йăлисене тирпейлĕн сыхласа пурăнакан вырăн шăпах ял шутланать, çавăнпа та эпир пĕлтерĕшлĕ тепĕр çул-йĕре — туризма аталантармалли майсене — йĕркелетпĕр».  

(Çыруран).

Ял туризмне аталантарас тесен малтанах хамăр тăрăхпа паллаштармалла.  Çак тĕллевпе август уйăхĕнче районта Пĕтĕм тĕнчери Океан вăййисем шучĕпе йĕркеленĕ «Мир на крючке — рыба мира» фестиваль иртрĕ.  Унта хамăр республикăран анчах мар, çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен хăнасем йышлăн хутшăнчĕç.  Инвестици енĕпе иртнĕ канашлура  район тĕрлĕ облаçсемпе, хуласемпе туслă çыхăнусем йĕркелемелли çул-йĕрсене пăхса тухрĕ.  Культура, спорт программисем те пуян пулчĕç.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Çырура муниципаллă округсем йĕркелесси çинчен чарăнса тăнăччĕ.  Çулталăк хушшинче республикăра ку ĕçе пĕтĕмĕшле вĕçленĕ.  Кăçалхи çул пуçланнă тĕле Комсомольски муниципаллă округĕ ĕçлесе кайрĕ.  Ял тăрăхĕсем округ администрацийĕ  çумĕнчи территори пайĕсем пулса тăчĕç.  

Чăваш Ен Пуçлăхĕ пĕлтĕрхи Çырăвĕнче халăх сывлăхне сыхлас, медицина пулăшăвĕ парассине лайăхлатас тĕлĕшпе пурнăçламалли ĕçсене те туллин палăртнă.   Ку енĕпе пирĕн районта та тăрăшса ĕçленĕ.  Иртнĕ çул Урмаелĕнчи пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕнче юсав ĕçĕсем ирттернĕ.  Çĕнĕ Шăхран ялĕнчи фельдшерпа акушер пунктне кĕске вăхăтра туса пĕтерсе хута янă.

«Хулашăн та, ялшăн та пĕрешкел культура хутлăхĕн хальхи инфратытăмĕ обществăна çирĕппĕн те килĕшӳллĕн аталантармалли никĕс пулса тăнине эпир пурте лайăх ăнланатпăр.  Çакăн валли республика правительстви, иртнĕ çулсемпе танлаштарсан, питех те пысăк бюджет инвестицийĕсем уйăрать».  

(Çыруран).

Пĕлтĕр пирĕн районти Тукай ялĕнче пурăнакансемшĕн пысăк парне пулчĕ.  Кунта культура çуртне туса пĕтерсе савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç.  Çавăн пекех  Киров поселокĕнчи клуб-музея та тĕпрен юсанă.  Районти тата ытти культура  учрежденийĕсен пурлăх никĕсне пуянлатас енĕпе те ĕçсем тунă.

Пĕтĕмĕшле илсен, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Çырăвĕнче палăртнă тĕллевсене пурнăçлас тесе районта сахал мар ĕç тунă.  Кăçал та муниципаллă округра тăрăшмалли, пурнăçламалли чылай-ха.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *