Армрестлингра вăйлисем палăрнă

Иртнĕ кунсенче «Кĕтне» спорт комплексĕнче Комсомольски муниципаллă округĕнчи 14—15 çулсенчи яш-кĕрĕмпе хĕрупраç армрестлинг енĕпе мала тухассишĕн  вăй виçнĕ.  Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн команди унта чи хастар хутшăнса малти вырăна тухнă.

Харпăр хăй хушшинчи ăмăртура çак шкулти Ангелина Павловăпа Айше Тухфетуллина (7 «к»), Карина Тарасова (8 «а»), Ильнара Зейнутдинова, Андрей Бугровский (8 «б»), Даниил Зайцев (9 «а») хăйсен категорийĕсенче 1-мĕш вырăна тухнă.  8 «а» класра пĕлӳ пухакан Александра Зайцева 2-мĕш вырăн йышăннă.  Маттур ачасене тата вĕсен вĕрентекенне малашне те çĕнтерӳсем сунатпăр.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *