Понедельник, 15 июля

Çуралакансем сахал, вилекен йышлă

<strong>Çуралакансем сахал, вилекен йышл</strong><strong>ă</strong><strong></strong>

Кашни çыншăн чи пысăк телей — «çĕнĕ кайăка» алла илесси, аттепе анне ятне илтесси. 2023 çула Чăваш Республикинче Телейлĕ ачалăх çулталăкĕ тесе пĕлтернĕ. Çĕршывăн пĕчĕк гражданинĕ çут тĕнчене килни — чăннипех те савăнăçлă самант.

Çĕнĕ çул пуçланнăранпа Комсомольски муниципаллă округĕнче сакăр ача çуралнă. Кăçал çуралнă пĕрремĕш пепке вара — Вăрманхĕрри Чурачăк ялĕнче пурăнакан çамрăк мăшăрăн. Вăл тĕнчене килнине январĕн 6-мĕшĕнче регистрациленĕ, çемьери пĕрремĕш тĕпренчĕк валли ашшĕ-амăшĕ илемлĕ ят — Савелий — суйласа илнĕ. 2022 çулта пирĕн районта пурĕ 151 ача кун çути курнă.

Иртнĕ çулта пирĕн тăрăхра 78 мăшăр пĕрлешнине регистрациленĕ. Кăçал çулталăк пуçланнăранпа виçĕ çемье чăмăртаннă. Уйрăлакансем те сахалах мар пулнă — 59 çемье арканнă. Çав шутран 57 мăшăр суд йышăнăвĕпе уйрăлнă, иккĕшĕ — пĕр-пĕринпе килĕшсе.

Шел пулин те, юлашки çулсенче вилекенсен шучĕ хушăнса пыни  сисĕнет. Пĕлтĕр районта  пĕтĕмпе 334 çын пурнăçран уйрăлнă. Январь уйăхне кĕнĕренпе вунă çын çĕре кĕнĕ.

О.ФЕДОТОВА,

ЗАГС пайĕн заведующийĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *