Ял пурнăçне сăнлакан кĕнеке

Иртнĕ çул  А.А.Смирновăпа П.Ф.Яковлевăн «Степное Яниково (История деревни)» кĕнеки пичетленсе тухрĕ. Унăн презентацийĕ те иртрĕ. Авторсем ял халăхĕшĕн çеç мар, район историйĕшĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç тунине палăртас килет.

Кĕнекене хатĕрлекенсене çак пархатарлă утăма тума хистенĕ сăлтавсем пирки изданин ум сăмахĕнче авторсем лайăх çырса палăртнă. Вăл йĕркесене чăвашла куçарса  кăтартни вырăнлă пулĕ тесе шутлатăп. «…Кирек ăçта пулсан та, уйрăмах юратнă тăван ялтан    аякра пурăнсан, яланах вăл хăй патне туртать: унта эс çуралса   ӳснĕ çурт, урам, паллакан çынсем. Ялти масарта ял историйĕнче хăйсен йĕрне хăварнă хурăнташсем ĕмĕрлĕхех канăç  тупнă.

Пирĕнтен чылайăшĕ хăйсен ял историне япăх пĕлнине йышăнмалла. Нумайăшĕ хăйсен аслашшĕ-кукашшĕ, асламăш-кукамăш хăш çулсенче пурăнни, вĕсене ăçта тирпейлесе пытарни пирки те калаймасть». «…Хамăр йăх-тымара çухатмалла мар, çывăх тата аякри тăвансене асра тытмалла. Ăçта пулсан та кăвапуна каснă вырăна  ан ман,  тенĕ пирĕн йăхташсем».

Кĕнекере çавăн пек ырă шухăш чылай. Ялăн, чăваш халăхĕн историне тĕпрен илсен XVII ĕмĕртен пуçласа çырса кăтартнă. Шăпах çак вăхăтсенче пирĕн тăрăха çынсем килсе çитсе ялсем пуçарса яма тытăннă. Ваттисем каланă тăрăх, Янкасси ялне Вăрмар районĕнчен куçса килнисем пуçласа янă теççĕ. Яник ятлă хресчен чи малтан килсе вырнаçнă, ун ячĕпех ял ятне те панă текен халап та пур.

Кĕнекере ял историйĕпе шала кĕрсе паллаштарма пуçличчен XVII—XIX ĕмĕрсенчи чăваш ялĕн сăн-сăпачĕ, халăх йăли-йĕрки, йăла пурнăçĕ, ĕç хатĕрĕсем, апат-çимĕç, тумтир, уявсем пирки тĕплĕ каласа панă. Малалла вара граждан вăрçи, 1921—1922 çулсенчи выçлăх, вăл тапхăрти вăрă-хурахпа кĕрешни, колхозсем туни пирки чарăнса тăнă. Репресси, Аслă Отечественнăй вăрçă тата ун хыççăнхи çулсем çинчен çырса кăтартнине те вулама кăмăллă. Ялта пурăннă çынсем каласа пани те интереслĕ. Янкасси тăрăхĕ çĕршыв, республика, район шайĕнче тĕрлĕ отрасльте ĕçлесе палăрнă чылай çынна сĕткен парса ӳстернĕ. Кĕнекере вĕсем пирки  те вуласа пĕлме пулать.

Авторсем архивсенче тупнă документсемпе пĕлсе те вырăнлă усă курнă. Вĕсем хăйсен йăх-ăрăвĕ çинчен тĕплĕнрех пĕлес текенсемшĕн уйрăмах паха. Ялта хăш çулсенче миçе çын пурăнни, мĕнле хушаматлă пулни, ашшĕ-амăшĕ мĕн ятлă пулни, хăçан çурални, вилни, хăш çулсенче мăшăрланни, ача çурални тăрăх вăл е ку ăру мĕнле аталанса пынине, камсемпе тăванлă пулнине пĕлме май параççĕ. Тĕплĕнрех ларса тишкерни, танлаштарни çеç кирлĕ.

Кĕнекере П.Яковлев тăван тăрăха, яла, çывăх çыннисене халалланă сăвăсем вырнаçтарнă. Унтах сăнӳкерчĕксем те пур.

Эпĕ хам енчен Антонина Алексеевнăпа Петр Федоровича пысăк ĕç тунăшăн мухтатăп. Авторсем каланă пек, районти кашни ялăн кун-çулне тĕпчемелле. Метрика кĕнекисенчен, «ревизские сказки» ятлă документсенчен, колхозсен, ял тăрăхĕсен (ял совечĕсен) хуçалăх кĕнекисенчен илнĕ списоксем, кăтартусем йăх-несĕлсен историне пĕлме май параççĕ.

В.Шингалова,

архив ĕçĕсен секторĕн заведующийĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *