Çĕнĕ çула – ырă ĕçрен

Çĕнĕ çула – ырă ĕçрен

Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕнче пурăнакансем Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансене сахал мар пулăшу кӳчĕç, паянхи кун та вĕсем ку енĕпе тĕллевлĕ тăрăшаççĕ. Çак кунсенче çеç ял çыннисем салтаксем патне ăшă тумтир, утиялсем ăсатрĕç. Унпа пĕрлех,  чи курăмлă ĕç вăл — ку тăрăхри ялсенче пурăнакансем 1,5 кун хушшинче Чăваш Енрен кайнă салтаксем валли каçхине куракан прицелсем валли укçа-тенкĕ пуçтарчĕç. Кĕске вăхăтра пухнă 50 пин тенкĕпе 2 прицел туянма май килнĕ. Вĕсен ырă ĕçĕ малалла та тăсăлать, кунта пурăнакансем кашни кунах ятарлă фонда тӳпе хывса укçа-тенкĕ пуçтараççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *