Воскресенье, 28 апреля

Ăмăртусенче тупăшнă: вылянă, савăннă…

Ăмăртусенче тупăшнă: вылянă, савăннă…

Спорта юратакансем Çĕнĕ çул уявĕпе çыхăннă кунсенче тунсăхласа ларман. Йĕлтĕр йĕрĕ çине тăнă, коньки сырса пăр çине тухнă, мини-футбол уйĕсенче тупăшнă, волейбол площадкисене тухнă… Çапла майпа вĕсем чун-чĕрисене хаваслăх кӳнĕ, сывлăхĕсене çирĕплетнĕ.

Январĕн 3-мĕшĕнче «Кĕтне» ФСКра Ф.Б. Мамуткина асăнса йăлана кĕнĕ волейбол турнирĕ иртнĕ. Унта 2005 çулта çуралнă тата кĕçĕнрех ӳсĕмри арçын ачасем  тупăшнă. Çĕнтерӳшĕн 10 команда ăмăртнă. Вăйăсем интереслĕ те çивĕч пулнă. Пурте малти вырăншăн ăнтăлнă. Аслă Чурачăк вăтам шкулĕн команди кубока çĕнсе илме пултарнă. Тукай Мишер вăтам шкулĕн команди иккĕмĕш, Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче вĕренекенсем виççĕмĕш вырăнсене тухнă.

Январĕн 4-мĕшĕнче футбол вăййине юратакансен 6 команди мини-футбол ăмăртăвĕнче вăй виçнĕ. Кунта «Тимерчеево» команда ăстарах пулни палăрнă. Вĕсем пĕрремĕш вырăна алăран вĕçертмен.  «Гигант» команда иккĕмĕш, ачасемпе çамрăксен «Кĕтне» спорт шкулĕн футболисчĕсем виççĕмĕш пулнă.

Спот ветеранĕсем те çамрăксенчен айккинче юлман. Вĕсем спорт тата сывлăх декадине хутшăнса «Кĕтне» физкультурăпа спорт шкулĕнче ăмăртусем ирттернĕ. Дартс тупăшăвĕнче В.И.Пундяков чи нумай очко пуçтарма пултарнă. В.М.Гаврилов иккĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ. В.Ф.Волков виççĕмĕш вырăн йышăннă.

Пневматикăлла винтовкăран перес енĕпе В.Волков ăстарах пулни палăрнă. Е.Басников иккĕмĕш вырăн йышăннă. Виççĕмĕшĕнче — В.Гаврилов.

Хĕрарăмсенчен дротиксене тĕл лектерес енĕпе те, винтовкăран тĕл пересипе те Т.И.Волковăна çитекенни пулман.

Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕнче пурăнакансенчен чылайăшĕ хоккей вăййине кăмăллать. Çавăнпа  пулĕ кăçал та Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕн пуçлăхĕн Г.Е. Ефремовăн кубокне çĕнсе илессишĕн 13-мĕш хут иртнĕ хоккей турнирне спорта юратакансем йышлăн пуçтарăннă. Тĕрлĕ çĕртен килнĕ командăсем  кашниех хирĕç вылякансен хапхине ытларах шайба çапса кĕртес тесе тăрăшнă. Чи ăстисем вара çĕнтерӳçĕпулса тăнă. Кăçал кубока «Южный куст» команда çĕнсе илнĕ. «Лащ-Таяба» иккĕмĕш вырăн йышăннă. «Кубня» виççĕмĕш приз хуçи пулса тăнă. Канаш районĕнчен тата Шупашкартан килнĕ командăсем те ăсталăхпа палăрнă.

Январĕн 5-мĕшĕнче «Кĕтне» ФСК  Комсомольски муниципаллă округри тĕрлĕ харпăрлăхри предприятисемпе организацисен спортсменĕсене Раштав умĕнхи волейбол турнирне йыхравланă.  Унта пысăк ăсталăхпа выляса пограничниксен çарĕн ветеранĕсен команди чи мала тухнă. Ачасемпе çамрăксен «Кĕтне» спорт шкулĕн волейболисчĕсем иккĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсен ертӳçисен тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен команди виççĕмĕш пулнă.

Январĕн 6-мĕшĕнче муниципаллă округри вĕренӳ учрежденийĕсенчи профсоюз членĕсем шашка хăмисем хушшинче тытăçнă. Хирти Явăш пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан тĕп шкул команди пуринчен те ытларах очко пуçтарса çĕнтерӳçĕ пулса тăнă. Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн команди вĕсене пăртак çеç выляса ярса иккĕмĕш вырăна тухнă. Ачасемпе çамрăксен «Кĕтне» спорт шкулĕн вĕренекенĕсем виççĕмĕш вырăн йышăннă.

«Слава картофелю» агрофирма призĕсене çĕнсе илессишĕн  çулсеренех иртекен ăмăртăва уçнă май унăн генеральнăй директорĕ Х.С.Идиатуллин, соучредителĕ А.П.Капитонов, Комсомольски муниципаллă округăн вĕрентӳ пайĕн начальникĕн ĕçĕсене пурнăçлакан Ю.Н.Митюков, «Кĕтне» ФСК директорĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан В.Х.Денисов волейболистсене Раштав турнирĕнче ăнăçу суннă. Пĕрремĕш вырăна «Кубня», иккĕмĕшне «Урмай», виççĕмĕшне «Чичкан» командăсем йышăннă. Çĕнтерӳçĕсем Хисеп грамотисемпе хаклă парнесене тивĕçнĕ. Çавăн пекех чи лайăх вылякансене те палăртнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *