Ача чухнех амăшне пулăшма çӳренĕ, ĕне сума вĕреннĕ

Ача чухнех амăшне пулăшма çӳренĕ, ĕне сума вĕреннĕ

Ял хуçалăх предприятийĕсенче выльăх-чĕрлĕх фермисенчи ĕçсене мĕн май килнĕ таран çăмăллатма тăрăшаççĕ. Витесене юсаса хăтлăх кĕртеççĕ, апат валеçессине, сĕт сăвассине тата ытти енĕпе те ĕçсене ансатлатма майсем шыраççĕ. Апла пулин те ферма фермах, унта ĕçлеме паянхи кун та çăмăлах мар. Яваплăхĕ те пысăк, ир-ирех тăрса выльăхсем патне çитмелле… Чи кирли — выльăх-чĕрлĕхе юратни.

Асанкасси сĕт-çу ферминче тăрăшакан Наталия Белова 30 çул хушшинче темĕнле лару-тăрура та пулса курнă, йывăрлăхсене парăнтарма хăнăхнă та, доярка ĕçĕ пирки ӳпкелешсе калаçмасть. Вăл юлашки çулсенче тăтăшах çулталăк пĕтĕмлетĕвĕсемпе кашни ĕнерен сĕт сăвас енĕпе районта малти вырăнсене йышăнать. Фермăна пырсан унпа сăмах пуçартăм та, Наталия Александровна хапăлласах «Асаново» ял хуçалăх кооперативĕн ферминчи ĕçсем пирки каласа пачĕ.

— Хуçалăх ертӳçи А.Н.Бахтеров тăтăшах фермăра пулса кунти ĕç-пуçпа паллашма тăрăшать. ,çлекенсемпе калаçса вĕсен шухăш-кăмăлĕ пирки ыйтса пĕлет. Э.О.Таркина тĕп зоотехник та пĕрмаях фермăра. Йывăрлăхсем сиксе тухсан яланах пулăшма хатĕр. Выльăх-чĕрлĕхрен продукци илесси пĕр дояркăсен тăрăшулăхĕнчен анчах килмест, хуçалăх çулсеренех апат çителĕклĕ хатĕрлет, вăл пахалăхлă пултăр тесе тăрăшать.

Сĕт сунă çĕрте эпир 5 доярка ĕçлетпĕр. В.Яковлева, Л.Иванова, И.Белова, М.Пробкина — пурте тăрăшуллă. Пĕрне хурласа теприне ырлама çук, — терĕ.

Наташа шкулта вĕреннĕ чухнех фермăна çӳренĕ. Кунта амăшĕ, Зинаида Захаровна, ĕçленĕ те, уроксем хыççăн амăшне пулăшма çитнĕ. Ферма ялтан чылай аякра вырнаçни те шиклентермен ăна. «Пирĕн вăхăтри хĕрсем фермăран ютшăнман. Эп хам та савăнсах ĕне сума лараттăм. Ку ĕç килĕшетчĕ мана. Шкулта та ĕне сумалли аппаратсемпе паллаштаратчĕç. Вăл вăхăтри ачасем ял хуçалăхĕпе çывăхрах пулнă», — каласа парать Н.Белова.

Ялти шкула пĕтерсен Наташа пĕр шикленмесĕрех Асанкасси фермине ĕçлеме кĕрет. Çапла вара вăл 1990 çултанпах кунта пĕр улшăнмасăр тăрăшать. Малтанхи çулсенче ир-ирех тăрса фермăна çити çуран утнă. Чĕреслетсе çумăр çăвать-и, асар-писер çил-тăман алхасать-и — ĕç вырăнне çитмелле пулнă. Ял тарăн ыйхăра тĕлĕрнĕ вăхăтра вĕсем ĕçе пуçăннă. Халĕ те çаплах ĕнтĕ. Çамрăк пулсан та, хĕре йывăрлăхсем хăратман. Паян фермăра ĕçлекенсене ятарлă автомашинăпа илсе килеççĕ, леçсе яраççĕ. Çакă вăхăта та, вăя та перекетлеме май парать.

Н.Белова дояркăпа тата Э.Таркина зоотехникпа паянхи çамрăксем çинчен сăмах хускатрăм. «Хамăрах ачасенчен çирĕпрех ыйтмастпăр пулĕ. Ял хуçалăх ĕçĕсене питех хутшăнасшăн мар. Вĕсен шухăшлавĕ те, тен, урăхларах-и? Маншăн ĕне сăвасси йывăр ĕç пулман, ăна юратса тунă. Мана никам та хистемен. Хальхи ачасем апла мар. Малашне халь ĕçлекенсене камсем улăштарĕç?» —  пăшăрханса калаçрĕ Наталия Александровна.

Н.Белована хастар ĕçшĕн чылай хутчен Хисеп грамотисем, парнесем парса чысланă. Паян та унăн ĕçлес хавхаланăвĕ пысăк. Ун пек çынсем пулсан «Асаново» ял хуçалăх кооперативĕ выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче малашне те ӳсĕмсем тума пултарĕ.

Ю.Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *