Пулăшу парасси хăвăртланĕ

Пулăшу парасси хăвăртланĕ

Раççей Пенси фончĕ  32 çул хушшинче темĕнле çĕнĕлĕх витĕр те тухрĕ.  Халĕ тата çитес çултан  Раççей Пенси фондне тата  Социаллă фонда пĕрлештереççĕ.  2023 çулта граждансене мĕнле çĕнĕлĕхсем кĕтеççĕ-ха? Малашне икĕ фонд епле ĕçлĕ; Кун пирки РФ Пенси фончĕн  районти клиент службин начальникĕ  Надежда Витальевна Юманова каласа парать.

— Фондсене пĕрлештерни мĕн валли кирлĕ;

— Фондсене пĕрлештерсен çынсене темиçе пулăшу мерипе харăс усă курма меллĕрех тата хăвăртрах пулĕ.

Тĕрлĕ лару-тăрура çыннăн социаллă пулăшăва туллин илес тесен Пенси фондне те, Социаллă страхлав фондне те каяс пулать. Çак фондсене пĕрлештерсен вара ку пулăшусене пĕр вырăнта — «пĕр чӳрече урлă» илме пулать. Çакă тӳлевсене илес йĕркене палăрмаллах çăмăллатать.

Паянхи кун фондсем кирлĕ информацие ведомствăсем хушшинчи ыйтусен тытăмĕ урлă пĕр-пĕринчен ыйтса лараççĕ. Пĕрлештернĕ хыççăн даннăйсен пĕрлехи  бази пулать. Унта пулăшу мерисемпе усă курма пултаракан граждансем çинчен пĕтĕм информаци пулĕ. Çапла вара социаллă пулăшусемпе тивĕçтерессине чылай хăвăртрах пăхса тухĕç.

Информаципе паллашма та пĕр канал — Раççей социаллă фончĕн сайчĕ тата «Вконтакте», «Одноклассники», «Телеграм» социаллă сетьсенчи фондăн официаллă ушкăнĕсем пулĕç. Вĕсенче кашниех интереслентерекен ыйтусем çине хуравсем тупĕ.

— Раççей социаллă фончĕ мĕнле пулăшусем кӳрет?

— Раççей социаллă фончĕ халĕ Пенси фончĕ тата Социаллă страхлав фончĕ кӳрекен пулăшусене кӳрĕ, çав шутра:

— ватлăхпа, инвалидноçпа тата тăрантаракана çухатнипе тӳлекен страхлав пенсийĕсем;

— патшалăх пенси тивĕçтерĕвĕ (ватлăхпа, инвалидноçпа тата тăрантаракана çухатнипе тӳлекен социаллă пенсисем, çар çыннисен, вăрçă ветеранĕсен, патшалăх служащийĕсен, чернобылецсен, летчиксен, космонавтсен тата ытти хăш-пĕр категорисен пенсийĕсем);

— пенсин пуçтарăнакан пайне йĕркелесе пырасси;

— пенсие пенсионерăн пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçи таран çитерекен федераллă социаллă хушма тӳлев;

— ветерансене, инвалидсене тата федераллă социаллă çăмăллăхсемпе усă курма пултаракан ытти граждансене социаллă тӳлевсемпе тивĕçтересси;

— амăшĕн капиталĕн сертификатне хатĕрлесси тата унăн укçине суйласа илнĕ тĕллев çине ярасси;

— ачасемпе ача кĕтекен хĕрарăмсем валли пĕрлĕхлĕ пособи;

—  çар çыннисене тата вĕсен çемйисене паракан тӳлевсем;

— радиацинчен шар курнисен пулăшу мерисем;

— Çурçĕрте пурăнакан пенсионерсем кану вырăнне тата каялла кайнишĕн çул укçин компенсацийĕ;

— пенсионерсем Инçет Çурçĕртен куçса килнин çул укçин компенсацийĕ;

— инвалидсене ОСАГО полисĕн хакне компенсацилесси;

— политика репрессийĕсенче шар курнисен пулăшу мерисем;

— вăхăтлăх ĕçлейменнишĕн паракан пособи (больничнăй);

— ача кĕтекенсене тата тин çуратнисене паракан пособи;

— ĕçлекен граждансене ача 1,5 çула çитиччен паракан пособи;

— ĕçлемен граждансене ача 1,5 çула çитиччен паракан пособи;

—  производствăра шар курнисене тата вĕсен çемйисене пĕр хутчен тата кашни уйăхра паракан тӳлевсем;

— ача çуратнин сертификачĕсем;

— реабилитацин техника хатĕрĕсем;

—- граждансен çăмăллăхсемлĕ категорийĕсем валли курортпа санатори сиплевĕн путевкисем;

— сиплев вырăнне кайнишĕн çул укçи;

— медицина ĕçченĕсене COVID-19-па чирлĕ пациентсемпе ĕçленĕшĕн паракан тӳлевсем;

— стационарлă социаллă учрежденисенче сменăпа вăй хуракан ĕçченсене паракан тӳлевсем.

— Фондсем пĕрлешнĕ хыççăн тӳлевсен тата пулăшусен шучĕ улшăнĕ-и?

— Çапла, тӳлевсен шучĕ ӳсĕ, мĕншĕн тесен Раççей социаллă фончĕ çĕнĕ пулăшу мерисемпе те ĕçлĕ, тĕслĕх-рен, ачасемпе ача кĕтекен хĕрарăмсем валли пĕрлĕхлĕ пособи, пĕрремĕш ача 3 çул тултариччен паракан пособи. Çав вăхăтрах паянхи кун Пенси фончĕ тата Социаллă страхлав фончĕ паракан тӳлевсем сыхланса юлаççĕ. Клиентсемпе ĕçлекен пĕрлехи офиссем уçни вара вĕсене илессине тата  та хăвăртлатĕ.

— Фондсене пĕрлештерни тӳлев-сен вăхăчĕсем çине витĕм кӳрет-и?

— Çук. Раççей социаллă фончĕ икĕ фондăн тивĕçĕсемпе ĕçĕсене туллин пурнăçласа пырĕ. Пĕрлештернĕ хыççăн граждансем хăйсене тивĕçекен тӳлевсене унчченхи числосенчех илсе тăрĕç.

— Тӳлевсене илмелли процедура йывăрланмĕ-и; Тен, заявлени панă чухне ытларах документ хатĕрлемелле пул?;

— Çук, пачах тепĕр май. Фондсене пĕрлештерни тӳлевсене илессине çăмăллатĕ. Пулăшу мерисене нумайлатас тата вĕсене илессине автоматизацилес ĕç пĕрремĕш çул мар пырать. Часах граждансем пур пулăшăва тенĕ пекех электрон сервиссем урлă илме пултарĕç. Çакă пулăшусене пăхса тухас ĕçе хăвăртлатĕ, чылай чухне пĕр заявлени çеç кирлĕ пулĕ. Проактивлă мелпе паракан тӳлевсен шучĕ те ӳсĕ. Кун пек чухне çынсен нимле заявленисемпе документсем те тăратмалла мар. Тĕслĕхрен, халĕ инвалидноçпа паракан пенсисене проактивлă майпа палăтаççĕ.

Н.КАЛАШНИКОВА хатĕрленĕ

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *