Понедельник, 13 мая

Чан сасси янăрарĕ

Чан сасси янăрарĕ

Декабрĕн 24-мĕшĕ Элпуç ял тăрăхĕнче пурăнакансемшĕн чăн-чăн асра юлмалли, савăнăçлă кун пулчĕ.

Хирти Явăш ялĕнче пĕрремĕш хут чиркӳ чанĕн сасси янăрарĕ. Чи малтанах Аслă Чурачăкри Преображени чиркĕвĕн настоятелĕ Георгий атте (Левшин) чансене тасатмалли кĕлĕ ирттерчĕ. Унта халăх йышлăн пуçтарăнчĕ. Чансене вырнаçтарнă çĕрте Комсомольски муниципаллă округ пуçлăхĕ А.Осипов, Элпуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Р.Асеинов, «Дружба» ЯХПК председателĕ Р.Мансуров, чиркӳ тума пулăшнă ял çыннисем  пулчĕç.

Ялта чиркӳ пулни пысăк пĕлтерĕшлĕ. «Чиркӳ чанĕн сассипе чир-чĕр каять, вăй кĕрет, çыннăн чунĕ тасалать» тесе ĕлĕкех каланă. Çак савăнăç Хирти Явăш ялне те çитрĕ. Кунти чиркӳ çуртне халăх кар тăрса тăрăшнипе кĕске вăхăтрах туса пĕтерчĕç.

Чиркӳ  тăвас енĕпе Георгий протоиерей хастар ĕçленине уйрăммăн палăртмалла. Уншăн ку чиркӳ районта — 6-мĕш. Георгий аттепе Александр Осипов пирĕн районти 3 чиркӳ чанне тасатса çакма пулăшнă.

Ырă туни ырăпа таврăнать. Ялсенче чиркӳсем ĕçлеме пуçлани вĕсенче пурăнакансемшĕн пĕлтерĕшлĕ.

А.Мариян.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *