Кадетсем – смотр-конкурс çĕнтерӳçисем

Кадетсем – смотр-конкурс çĕнтерӳçисем

Декабрĕн 10-мĕшĕнче Мускавра «Смотр строя и песни. Марш Победителям!» хула конкурсĕ 16-мĕш хут иртнĕ. Ăна Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче Мускав патĕнчи çапăçусенче Хĕрлĕ çар  контрнаступлени пуçланăранпа 81 çул çитнине халалланă.

Конкурса пурĕ 41 команда хутшăннă, çав шутра 25-шĕ — вăтам тата аслă ӳсĕмсенчи ушкăнсем. Стройпа юрă смотрĕн программине РФ Хĕçпăшаллă çарĕсен строй уставĕн элеменчĕсемлĕ мелĕсене, Калашников автоматне салатса пуçтарассине, Аслă Отечественнăй вăрçă темипе хатĕрленĕ викторинăна кĕртнĕ. Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнчи кадетсен «Патриотсем» команди строй пултарулăхне çӳллĕ шайра кăтартса пама пултарнă.  Вĕсене конкурс йĕркелӳçисем, хăнасем, жюри членĕсемпе ытти командăсем алă çупса йышăннă. Пĕтĕмлетӳсем тăрăх пирĕн район ачисем çĕнтерӳçĕсем пулса тăнă.  Кунта уйрăмах класс ертӳçин Альбина Мухинан тата кадетсен наставникĕн Алексей Тихоновăн  тăрăшулăхне палăртса хăвармалла.

«Эпир çак çĕнтерӳ патне нумай утрăмăр, — каласа парать кадетсен наставникĕ Алексей Александрович. — 2019 çулта кадетсем Аслă Çĕнтерĕве 74 çул çитнине халалласа Çĕмĕрле хулинче ирттернĕ кадетсен тата çарпа патриот ушкăнĕсен республика V смотр-конкурсĕнче кĕçĕн ӳсĕмри ушкăнсем хушшинче 1-мĕш вырăна тухнăччĕ. 2020 çулта регионсем хушшинчи «Сыны Отечества» обществăлла организацин оргкомитечĕ çĕнтерӳçĕсене Мускава йыхравланăччĕ, анчах та чару мерисене пула унта кайма    май килмерĕ. Çапах та эпир çакăн çинче чарăнса тăмарăмăр, республика шайĕнчи конкурссене малалла хатĕрлентĕмĕр».

Кăçал 9-мĕш кадет класĕн кадечĕсем çарпа патриот клубĕсен, кадет класĕсен тата «Юнармия» уйрăмĕсен республика фестивалĕнче 15 команда хушшинче 1-мĕш вырăн йышăннă. Май уйăхĕнче вăтам тата аслă ӳсĕмсенчи кадетсем Аслă Çĕнтерĕве 77 çул çитнине тата Мухтавлă  ентешсен çулталăкне халалласа Çĕмĕрле хулинче ирттернĕ кадетсен тата çарпа патриот ушкăнĕсен VII республика смотр-конкурсĕнче çĕнтернĕ. Кăçал 9—10-мĕш кадет класĕсенче пĕлӳ илекен ачасенчен тăракан  «Патриотсем» командăна Мускавра иртнĕ смотра йыхравланă.

«Ачасене вĕсем тивĕçнĕ çĕнтерӳпе чĕререн саламлатăп. Çакă вĕсен çирĕплĕхне, активлăхне тата ĕçченлĕхне кăтартса пачĕ. Кадетсем конкурса хутшăнни пĕрлĕхе тата командăри дисциплинăна аталантарма, сывлăха çирĕплетме тата çарпа спорт вăййисене ирттерессин йăлине çĕнĕрен чĕртсе тăратма, çар службине хатĕрленме пулăшать», — палăртать  шкул директорĕ Евгений Николаевич Савельев. 

Кадетсем Мускава çитсе конкурса хутшăннипе çеç çырлахман. Декабрĕн 11-мĕшĕнче çĕнтерӳçĕ-командăсем валли культура программи малалла тăсăлнă. Çĕнтерӳ музейĕнчи «Подвиг народа» куравпа кадетсем питĕ интересленсе паллашнă, хăйсене иртнĕ вăрçăн хăрушă çулĕсене лекнĕнех туйнă. Çавăн пекех вĕсем Мускавра Кремле, Хĕрлĕ лапама, Сӳнми çулăм умне тата ытти паллă вырăнсене çитсе курнă.

— Мускавра пулса курма май килнишĕн тата тĕрлĕ экскурсисене çитсе курнишĕн  регионсем хушшинчи  «Сыны Отечества»  обществăлла организацине,  Э.В.Васильев полковника,  организацин правлени членне, хисеплĕ ентеше А.В.Дьяконовăна тав тăватпăр, — палăртрĕç кадетсемпе вĕрентекенсем.

Н.Калашникова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *