Иртнĕ шăматкун, декабрĕн 10-мĕшĕнче Йĕпреç поселокĕнче патшалăхăн влаç органĕсенче тăрăшакансем хушшинче XX-мĕш Спартакиадăн финалĕ иртнĕ. Ĕçченсем çулталăк тăршшĕпе спорт вăййин 13 тĕсĕнче тупăшнă.
Йĕпреç поселокĕнчи «Патвар» Фск-ра йĕркеленĕ тупăшусенче влаç органĕсен ĕçченĕсем ишсе, волейбол выляса, дартс вăййинче тупăшнă. Комсомольски район команди ăмăртусенче хастарлăхпа палăрнă. Ĕçченсем республика шайĕнчи волейбол турнирĕнче иккĕмĕш вырăн йышăннă, канат туртса — пĕрремĕш.