Пятница, 1 декабря

Алла паспорт илчĕç

Алла паспорт илчĕç

Декабрĕн 12-мĕшĕнче,  Раççей Федерацийĕн Конституцийĕн кунĕнче, Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче  кадет класĕнче пĕлӳ пухакансене Раççей гражданинĕн паспорчĕсене савăнăçлă лару-тăрура пачĕç.

Мероприятие районти тĕп библиотекăра  йĕркелерĕç.  Вĕренекенсене паспорта алла илнĕ ятпа район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Юрий Митюков,  миграци пункчĕн начальникĕ  Арина Галкина, тĕп библиотека директорĕ, районти Хĕрарăмсен канашĕн председателĕ Инна Ядрова, ЗАГС уйрăмĕн заведующийĕ Ольга Федотова  саламларĕç, Раççей Федерацийĕн чăн-чăн гражданинĕ пулма сунчĕç.  

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *