
Тукай ялĕн каччи, Алексей Галкин ефрейтор çар тивĕçне пурнăçласа палăрнăшăн патшалăх наградине, «Хăюлăхшăн» медале тивĕçнĕ.
Декабрĕн 7-мĕшĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Н.Осипов паттăрлăх кăтартнă салтака савăнăçлă лару-тăрура саламланă, медальпе чысланă. Александр Николаевич Алексее хăюлăх кăтартнăшăн тав тунă.
Тĕл пулăва Комсомольски тата Елчĕк районĕсен çар комиссариачĕн специалисчĕсем, Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн кадет класĕсенче вĕренекенĕсем хутшăннă.