Понедельник, 24 июня

Коронавирусран асăрхан!

Коронавирусран асăрхан!

— Хĕллехи вăхăтра шăнса чирленĕ çынсен йышĕ  палăрмаллах ӳсет, коронавирус чирĕ  те «тĕлĕрмест». Çакна  юлашки вăхăтра чирлисен йышĕ ӳсни çирĕплетет, — пĕлтерчĕ  район администрацийĕнче тунтикунсерен иртекен канашлура район больницин тĕп врачĕ Инна Ефремова. 

Инна Ивановна пĕлтернĕ тăрăх юлашки эрнере чирлĕ çынсенчен 262  анализ илнĕ, вĕсенчен 21-шĕ коронавируспа чирли паллă. Вĕсен йышĕнче — пĕр ача.

— Грипп тата коронавирус  чирĕсенчен асăрханса прививка тутарни вырăнлă. Çавăнпа та  районта пурăнакансем тĕп больницăра кашни кунах прививка тутарма пултараççĕ, — пĕлтерчĕ тĕп тухтăр.

Профилактика мерисене пăхăнма манмалла мар, обществăлла вырăнсенче маска тăхăнмалла, пĕр-пĕрин хушшинчи дистанцие пăхăнмалла, тимлĕ пулмалла.

А.МАРИЯН.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *