Четверг, 25 апреля

Тĕрĕ ăсти пултаруллă

Тĕрĕ ăсти пултаруллă

Чăваш тĕрри – асам тĕнчи,

Унта ман халăхăн шăпи.

Кун-çулĕ,  савнăç, хуйхи,

Мал ĕмĕтпе çут ăраскал.

Чăваш тĕрри — çыруллă тĕрĕ.

Вăрттăнлăха уçма чĕнет.

Чăваш çырулăхĕн никĕсне хываканĕ И.Я.Яковлев «Чăвашăн çĕр пин сăмах,  çĕр пин юрă,  çĕр пин тĕрĕ», — тенĕ. Чăваш тĕррин кунне 2020 çултанпа  уявлаççĕ.  Çак куна халалласа Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнчи 9 «а» класра тĕрĕ ăстипе тĕлпулу иртрĕ.  Унта таврари паллă тĕрĕçĕ,   «Каçал» халăх фольклор ансамблĕн юрăçи В.Н.Хораськина килме кăмăл турĕ.  Валентина Николаевна вĕренекенсене чă-ваш тĕррин историйĕпе тĕплĕн паллаштарчĕ,  çыруллă чăваш тĕррин вăрттăнлăхне уçса пачĕ.  Ачасем чăваш тĕрри ытти халăх тĕррисенчен кăткăс,  илемлĕ пулнине,  çип шутласа тĕрленипе уйрăлса тăнине,  ĕлĕкхи вăхăтра чăваш тĕрĕ ăстисем тĕрленĕ чухне 30 ытла çĕвĕпе тата çĕвĕсен 40 яхăн тĕсĕпе усă курнине пĕлчĕç.  Халăхра çапла калаççĕ: «Чăваш тĕрри çыруллă»,  — теççĕ.  Тĕрĕсем çинчи эрешсене вулама пĕлсен тĕрĕçĕ мĕн каласшăн пулнине пĕлме пулать иккен.  Вĕсем çынсене,  чĕр чунсене, йывăç-курăка пĕлтернĕ.  Хĕвеле,  çăлтăрсене,  шыва,  вут-çулăма пуç çапнине пула чăваш тĕрринче çак паллăсем чи малти вырăнта пулнă.  Авалах чăвашсем тĕрĕсенче тĕнче тытăмне хăйсем мĕнле курнине ăнлантарса пама тăрăшнă.  Вĕренекенсем тĕрĕ ăсти хăй чăваш тĕррипе усă курса хатĕрленĕ хушпупа,  сурпанпа,  саппунпа,  тутăрсемпе,  ал шăллисемпе,  сăмса тутрисемпе,  пиçиххисемпе тата ытти тĕрлĕ ал ĕç хатĕрĕсемпе кăсăкланчĕç, çакăн чухлĕ ĕçе тума пултарулăх кирлине палăртрĕç.  Валентина Николаевна хăй юрăçă пулнине те кăтартса пачĕ.  Ачасем ыйтнипе чăваш халăх юррисене шăрантарчĕ.  Вĕренекенсем тĕрĕ ăстине тав сăмахĕ каласа малашне хăйсем те тĕрĕ ăсталăхне алла илме кăмăл тунине пĕлтерчĕç.  Çакăн пек тĕлпулусем йĕркелени ачасен тавракурăмне ӳстерет,  йăх-несĕлсен ĕçне-хĕлне хисеплеме,  хаклама вĕрентет.

С.Индюкова.  

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *