Тачăрах çыхăнса ĕçлеме калаçса татăлчĕç

Çак кунсенче «Дружба» ЯХПК тата «Сюрбеево» ООО никĕсĕ çинче Раççейри «Шанс» компанисен ушкăнĕн представителĕсем районсем хушшинчи семинар-канашлу ирттерчĕç. Унта ăна хĕвелçаврăнăш туса илессин агротехника ыйтăвĕсене халалларĕç.

 Ку культура пирĕн тăрăхшăн çав-çавах çĕнĕллĕх-ха. Кăçал ăна пирĕн районти В.Белкинăн, М.Минатуллинăн, В.Михайловăн, Р.Хайртдиновăн фермер хуçалăхĕсенче, «Дружба» ЯХПКра тата «Сюрбеево» ОООра  пурĕ 1310 гектар çинче туса илнĕ. Кĕркунне умĕн хĕвелçаврăнăш уйĕсем илемлĕн курăнса ларатчĕç, пысăк тухăç пама шантаратчĕç. Анчах та çанталăк йĕпе-сапаллă тăни ку культурăна вăхăтра пуçтарса кĕртме май памарĕ.

«Дружба» ЯХПК тата «Сюрбеево» ООО ертӳçи Р.М.Мансуров семинар-канашлăва килнисене хирте комбайнсем хĕвелçаврăнăшне пуçтарса кĕртес енĕпе мĕнле ĕçленипе паллаштарчĕ. Тавралăх шурă юрпа витĕннĕ пулин те «хир карапĕсем» çаврăм хыççăн çаврăм тăваççĕ.

— Хĕвелçаврăнăшĕ тупăшлă культура тесе шутлатăп. Пĕлтĕр хуçалăхсен тупăш пайĕнче çак культурăна сутса тунă укçа-тенкĕ пысăк вырăн йышăннăччĕ. Иртнĕ çул ăна уяр кунсенче пуçтарса илтĕмĕр те продукци пысăк пахалăхлă пулчĕ. Пĕрчĕллĕ культурăсенчен чылай хаклăрах хакпа сутма пултартăмăр. Тухăçĕ те тырăсенчен аванрах пулнăччĕ. Анчах та çулпа çул пĕр пек килмест. Кăçал та унăн тухăçĕ лайăх, çавах тăкакĕсем ытларах пулаççĕ. Продукци йĕпе, ăна типĕтмелле. Пахалăхĕ те чакать ĕнтĕ. Хĕвелçавăрăнăш туса илессин технологийĕ кăткăсах мар. Пахалăхлă вăрлăх туянса акса хăвармалла, çумкурăксене хирĕç препаратсем сапмалла, йăран çырмалла. Паллах, удобренисемсĕр те май килмест. Пуçтарса илме тырпул комбайнĕсемпех пулать, жаткăсене çеç улăштармалла. Çапла вара хĕвелçаврăнăш туса илме ятарлă уйрăм техника  кирлĕ мар, — каласа пачĕ Ремис Мансурович.

Каларăмăр ĕнтĕ, хĕвелçаврăнăшĕ пирĕн республикăшăн халиччен анлă туса илекен культура мар. Çавăнпа та ăна çитĕнтерес тĕлĕшпе ыйтусем чылай. Специалистсен çумкурăксене, сиенлĕ хурт-кăпшанкăсене, чир-чĕрсене хирĕç кĕрешес тĕлĕшпе пĕлмелли нумай. «Шанс»  компанисен ушкăнĕн Чăваш тата Мари Ел республикисенчи представительствин генеральнăй директорĕ В.Б.Шуверов канашлура шăпах çак ыйтусем çинче чарăнса тăчĕ. «Шанс» ӳсентăрансене хӳтĕлемелли препаратсемпе Раççейре чи ăнăçлă ĕçлекен 5 компани шутĕнче. Липецк облаçĕнче вырнаçнă «Шанс Энтерпрайз» заводра хăйсем хатĕрленĕ, темиçе çул усă курса тĕрĕслесе пăхнă ӳсентăрана хӳтĕлемелли препаратсемпе микроудобренисем туса кăларать. Вĕсен продукцине Раççейре çеç мар, Европăри çĕршывсенче те хапăлласах туянаççĕ. Компанисен ушкăнĕ Раççейри 4 пин ытла, республикăри 160 ял хуçалăх предприятийĕпе, фермер хуçалăхĕсемпе тата уйрăм çынсен хуçалăхĕсемпе килĕштерсе ĕçлет. Вĕсен продукцине туянас текенсем йышлансах пыраççĕ. «Шанс Энтерпрайз» завод тĕрлĕ йышши культурăсем валли хӳтĕлев препарачĕсем кăларать. Вĕсемпе тухăçлă та пĕлсе усă курма вĕрентекен курссем, семинарсем йĕркелет.

Комсомольски муниципаллă округ пуçлăхĕ А.Н.Осипов хăйĕн сăмахĕнче çакăн пек семинар-канашлусем ял хуçалăх продукцине туса илекенсемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине пĕлтерчĕ. Вăл курссем, семинарсем тенĕрен, Владимир Борисовича Хирти Явăш тĕп шкулĕнче ачасене ял хуçалăх ĕçĕн вăрттăнлăхĕсене алла илме май паракан агрокласс е ушкăн уçма сĕнчĕ. В.Шуверов унпа хапăлласах килĕшрĕ. Ял ачисене мĕн   пĕчĕкренех çĕр ĕçне юратса ӳстерме тăрăшмаллине палăртрĕ. Ял пурăнтăр тесен унта ял хуçалăхне çеç мар, культурăна та, спорта та тата ытти сферăсене те аталантармаллине çирĕплетрĕ. Ку енĕпе Германире командировкăра пулнă май курнă паха опыта тĕслĕх вырăнне илсе кăтартрĕ. Унта ачасене мĕн пĕчĕкренех ялта пурăнаканшăн куллен кирлĕ ĕçсене тума вĕрентеççĕ-мĕн. Апат-çимĕç хатĕрлеме те, выльăх-чĕрлĕх пăхма та, ӳсентăран çитĕнтерме те, сăра пĕçерме те… Ачасене ялта пурăнма вĕрентме ача садĕнченех пуçламалла. Çак шухăш та пулчĕ канашлура. Александр Николаевич кунта хускатнă ыйту сăмах вĕçне çеç юлмасса, «Шанс» компанисен ушкăнĕн представительствин директорĕ хăй сăмахне тытасса шаннине пĕлтерчĕ. Канашлура агротуризма аталантарас енĕпе тумалли ĕçсем пирки те сăмах пулчĕ.

Ял паянхи кун ватăлса пырать.  ЧР Пуçлăхĕ О.Николаев республикăри ялсене тата унти туризма   аталантарас тĕллевлĕ. Çавăнпа та муниципаллă округ пуçлăхĕ канашлура хускатнă ыйту уйрăмах  пысăк пĕлтерĕшлĕ. Малашне «Шанс» компанисен ушкăнĕпе çыхăну çывăхланасса шанма май пур.

Семинар-канашлу пуриншĕн те усăллă иртрĕ тесе калама пулать, унта пĕлтерĕшлĕ чылай ыйтăва хускатрĕç.

Ю.Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *