Пятница, 26 апреля

Салтаксене – пулăшу

Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕнче пурăнакансем çак кунсенче ятарлă çар операцине хутшăнакансем патне гуманитари  пулăшăвĕ янă. Çĕнĕ Кипеç,  Тĕвенеш, Нĕркеç, Хирти Сĕнтĕр, Хирти ,нел  ялĕсенче пурăнакансем, Нĕркеç  вăтам шкул вĕренекенĕсемпе педагогĕсем — пурте тӳпе хывнă унта.  Пысăк автомашина çине пахча çимĕç, çĕрулми,  сухан, ыхра  тиенĕ.  Ялта пурăнакансем пĕтĕмпе 5 тонна гуманитари пулăшăвĕ ăсатнă. Ку тăрăхра пурăнакансем октябрь уйăхĕн вĕçĕнче те  гуманитари пулăшăвĕ пуçтарнă.  Ятарлă çар операцине хутшăнакансем  валли пахча-çимĕç, ăшă тумтир, алса-чăлха ăсатнă. 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *