Четверг, 18 апреля

Ачасем Шуршăлта пулнă

Ноябрĕн 20-мĕшĕнче, Пĕтĕм тĕнчери ача кунĕнче,   ачасем экскурсире пулнă.

Асăннă экскурсие Комсомольски муниципаллă округăн депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Василий Кокарев пуçарнипе тата вырăнти  «Молодая гвардия»  уйрăм ачисемпе пĕрле тулли мар мобилизаципе кайнă арçынсен çемйисенчи ачасем валли йĕркеленĕ. Вĕсем   Шуршăлти А.Г.Николаев ячĕллĕ Космонавтика музейне çитсе килнĕ. 

«Экскурсие  ашшĕсем тулли мар мобилизаципе кайнă ачасем валли ятарласа йĕркелерĕмĕр. Вĕсем Космонавтика музейĕнче пĕрремĕш хут пулса курчĕç. Унта вара  вĕсемшĕн курмалли, пĕлмелли чылай пулчĕ.  Вĕсем кăсăклансах экспонатсемпе паллашрĕç», —  пĕлтерчĕ Василий Кокарев  депутат.

«Канмалли кун ачасемшĕн хаваслă та асра юлмалла иртрĕ.  Пурте пĕрле пухăнса çула тухни те кăсăклă. Ачасем   валли экскурси  йĕркеленĕшĕн  чĕререн тав тăватпăр», — пĕлтерчĕ икĕ ача амăшĕ Наталья.   

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *