Пятница, 19 апреля

Уявпа саламларĕç, парнесемпе чысларĕç

Уявпа саламларĕç, парнесемпе чысларĕç

Ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсемшĕн кирек хăш çул та çăмăл пулман. Кăçал вара çанталăк уйрăмах  чылай чăрмав кăларса тăратрĕ. Çурхи ака-суха ĕçĕсем вăраха тăсăлчĕç, кайран шăрăх çунтарчĕ, кĕр йĕпе-сапаллă килчĕ. Апла пулин те районти çĕр ĕçченĕсем пĕтĕм йывăрлăха парăнтарса уй-хиртен япăх мар тухăç пуçтарса илчĕç.

Иртнĕ эрнекун районти культура çуртĕнче уява çитнĕ ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсене, хăнасене савăнăçлă юрă-кĕвĕпе кĕтсе илчĕç. Фойере тĕрлĕ  выставкăсемпе паллашма май пулчĕ.

 Малтанах район администрацийĕн ял хуçалăх, экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Р.Е.Басников кăçал районти ял хуçалăх ĕçченĕсем мĕнле ĕçлесе пыни пирки доклад туса пачĕ.  Йывăр çул пулсан та  ял хуçалăх предприятийĕсем пĕтĕм агротехника ĕçĕсене вăхăтра пурнăçласа пырса уй-хирте тухăçлă тырпул, тымарçимĕç, пахчаçимĕç çитĕн- терме пултарнă. Выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарма ытти хăш-пĕр çулхисенчен чылай нумайрах выльăх апачĕ хатĕрленĕ. Машинăпа трактор паркне çĕнетсе çĕнĕ техника туяннă, строительство ĕçĕсем те тунă. Инвестици проекчĕсене ĕçе кĕртес енĕпе те курăмлă ĕçсем  пурнăçланă. Районти ял хуçалăх ĕçченĕсем малашне те пултаруллă пуласса шанни çинчен пĕлтерчĕ, хастар ĕçшĕн тав турĕ.

Салам сăмахĕсемпе Комсомольски муниципаллă округăн пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Р.М.Мансуров, муниципаллă округăн депутатсен Пухăвĕн председателĕ С.Н.Грачева, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ П.С.Краснов, район администрацийĕн (муниципаллă округăн) пуçлăхĕ А.Н.Осипов сцена çине тухрĕç, ял ĕçченĕсене уяв ячĕпе саламларĕç.  Çĕр ĕçченĕсем те, выльăх-чĕрлĕх пăхакансем те, тирпейлекен промышленноçра тăрăшакансем те пархатарлă ĕç пурнăçланине, вĕсен маттур ĕçĕсемпе сĕтел тулли пулнине палăртрĕç, малашне те ăнăçу сунчĕç.

Комсомольскисем республика шайĕнче те ял хуçалăхĕнчи ĕçсемпе палăрса тăраççĕ. Çакна экономикăпа производство ăмăртăвĕнче «Слава картофелю» агрофирма çĕрулми, «Комсомольские овощи» агрофирма пахчаçимĕç туса илес енĕпе пĕрремĕш вырăнсем йышăнни те çирĕплетет. В.В. Белкинăн фермер хуçалăхĕ республикăри хресчен хуçалăхĕсем хушшинчи кăтартусемпе виççĕмĕш вырăна тухнă.

Çӳлерех асăннă агрофирмăсемсĕр пуçне ӳсентăран отраслĕнче район шайĕнче палăрмалла çитĕнӳсем тунăшăн, уй-хир культурисенчен  пысăк тухăç илнĕшĕн «Рассвет» ЯХПК, «Асаново» ЯХПК, «Родина» фермер хуçалăхĕ Дипломсене тивĕçрĕç. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчи кăçалхи 9 уйăхри  кăтартусем тăрăх «Асаново» ЯХПК, «Рассвет» ЯХПК, «Слава» ЯХПК малти вырăна тухнă. Хресчен-фермер хуçалăхĕсенчен производствăпа экономика кăтартăвĕсем тăрăх ӳсентăран отраслĕ енĕпе Н.Г.Самаринăн, выльăх-чĕрлĕх енĕпе Г.В.Атласкинăн фермер хуçалăхĕсем палăрнă. Вĕсене те Дипломсемпе парнесем парса чысларĕç.

Хуçалăхсен кăтартăвĕсене, çитĕнĕвĕсене çынсем тăваççĕ. Районти пултаруллă ĕçченсен пысăк ушкăнĕ хастарлăхпа пултарулăхшăн наградăсене тивĕçрĕç. ЧР Пуçлăхĕн Тав çырăвне «Комсомольские овощи» агрофирмăн тракторист-машинистне В.П.Владимирова, ял хуçалăх министрĕн Тав çырăвне «Урожай» колхозăн дояркине В.А.Кондратьевăна тата водительне И.М.Шакмакова, ЧР Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотине «Комсомольские овощи» агрофирма тракторист-машинистне Г.Ю. Фадеева, «Тав» ОООн тĕп бухгалтерне Г.М.Яковлевăна, «Слава» ЯХПК механизаторне Д.В.Владимирова, «Труд» ЯХПК трактористне А.В.Яковлева, ООО «Тав» директорĕн çумне В.П.Ермилова парса чысланă. Кăçалхи тăхăр уйăхра пысăк ӳсĕмсем тунăшăн ăмăрту çĕнтерӳçин Дипломĕсене Л.В.Пудовкин («Слава картофелю» агрофирма), А.З.Салаев («Асаново» ЯХПК), С.М.Мартынов («Искра» колхоз), Е.В.Порфирьев («Восток» ЯХПК) комбайнерсене, Ю.А. Белков («Восток» ЯХПК), А.В.Мунтайкин («Урожай» колхоз), Д.Г.Сорокин («Искра» колхоз), Д.В.Галзанов («Слава картофелю» агрофирма) механизаторсене, А.Н.Таркин («Асаново» ЯХПК) водителе, В.А.Яковлевăпа Н.А.Белова (иккĕшĕ те «Асаново» ЯХПК), И.Н.Краснова («Рассвет» ЯХПК) дояркăсене, Т.А.Иванова («Рассвет» ЯХПК), В.А.Паширов («Восток» ЯХПК) мăйракаллă шултра выльăх самăртакансене, М.В. Филиппова («Урожай» колхоз), Л.Г.Махминова («Рассвет» ЯХПК), Е.Н. Сивкин («Искра» колхоз) мăйракаллă шултра выльăх пăхакансене панă. Район администрацийĕн Хисеп грамотипе «Асаново» ЯХПК трактористне А.И.Белова, выльăх-чĕрлĕх пăхаканне О.А.Даниловăна, «Урожай» колхоз конюхне А.Г.Пыркина, пăру пăхаканне Н.Г.Чумаковăна, Р.Р.Хамдеева колхозницăна, «Слава картофелю» агрофирма бригадирне В.В.Алякинана, «Дубовка» ООО ветеринарне Н.Г.Ефимовăна, механизаторне А.А.Никитина, «Слава» ЯХПК механизаторне В.В.Тимофеева, «Хлебозавод» ООО кондитерне Н.Н.Салеевăна, «Техник» ООО  директорне Ф.М.Гайнутдинова, «Рассвет» ЯХПК механизаторне А.А.Викторова, «Восток» ЯХПК пăру пăхаканĕсене Т.Г.Богдановăпа Н.В.Михеевăна, «Кооператор» ОООри лаборатори заведующине Н.А.Ивановăна, А.Л.Смирнов водителе, «Луч» ЯХПК дояркисене З.П.Анисимовăпа Г.И. Ивановăна, А.В.Егоровпа С.П.Андреев трактористсене наградăларĕç.  

Уяв кунĕнче салам сăмахĕсемпе пĕрлех наградăсем илекенсем татах та пулчĕç. Нумай çул тӳрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕн специалист-экспертне Е.П.Красновăна Чăваш Республикин Хисеп грамоти, Аслă Çĕрпӳел ял тăрăхĕн специалист-экспертне Е.А.Казаковăна тата район администрацийĕн юридици секторĕн заведующине О.Р.Соколовăна «Чăваш Республикинчи вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенчи чи лайăх службăшăн» паллă парса чысларĕç. Районти тĕп больницăн тĕп медсестри М.Д.Горбунова ЧР Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотине тивĕçрĕ. Районăн обществăпа политика пурнăçне хастар хутшăннăшăн «Победа» ЯХПК председательне В.В.Ефремова, «Восток» ЯХПКри ĕç хăрушсăрлăхĕн инженерне  Р.В.Михеева, «Рассвет» ЯХПК тĕп агрономне С.И.Филиппова «Единая Россия» политика партийĕн Хисеп грамотипе наградăларĕç.

Районти культура ĕçченĕсемпе пĕрле «Радуга» ача садне  çӳрекенсем, искусствăсен шкулĕн тата Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем ял ĕçченĕсене уяв ячĕпе саламласа юрă-ташă парнелерĕç.

Ю.Гаврилов. 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *