Воскресенье, 21 апреля

Кăмакасемпе асăрхануллă пулăр

Кăмакасемпе асăрхануллă пулăр

Çулталăк пуçланнăранпа пирĕн районта 25 пушар тухнă. Çак инкеке пула чылай пурлăх çунса кĕлленнĕ. Çанталăк сивĕтсе пынăçемĕн вут-çулăм тухас хăрушлăх та пысăкланать. Хальхи вăхăтра кил-çурта газпа ăшăтатпăр пулин те, кăмака хутакансем те пур. Кам куллен вут хутать, кам тăрсан-тăрсан çеç ăна чĕртет. Юсавсăр кăмакасем паянхи кун та пушар тухнин тĕп сăлтавĕсем пулса тăраççĕ. Çавăнпа та хăрушсăрлăх ыйтăвĕсем çинче тепĕр хут чарăнса тăрасшăн.

Кăмакасем умĕнчи урайне 50—70 сантиметр сарлакăш шăвăç листисем вырнаçтармалла. Вутта  1,5—2 сехетрен нумайрах вăхăт çунтармалла мар, кăмака питĕ хĕрсе каясран асăрханмалла. Мăръесен юсавлăхне тĕрĕслемелле. Вĕсен мачча тăрринчи пайне тĕттĕм тухнă  тата çуркаланнă вырăнсене асăрхама çăмăл пултăр тесе шуратмалла. Сĕтел-пукан тата ытти япаласем кăмака çăварĕнчен 1 метр айккинерех пулмалла. Вут чĕртнĕ чухне хăвăрт хыпса илекен шĕвексемпе усă курма юрамасть. Ачасене хăйсем тĕллĕн кăмака хутма ан шанăр, çунакан вутта никамсăр пăрахса ан хăварăр.

Вут-кăвар инкек  ан кӳтĕр.

Пушар тухнине асăрхасан  çийĕнчех 01, 101, 112 номерсемпе шăнкăравласа пĕлтерĕр.

И.Ананьев,

31-мĕш пушар чаçĕначальникĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *