Понедельник, 15 июля

90 çул тултарнă

90 çул тултарнă

Çак кунсенче Асанкасси ялĕнче пурăнакан чи аслă арçын Геннадий Павлович Павлов 90 çул тултарнă. Тыл ĕçченне тата ĕç ветеранне саламлама район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Юрий Митюков, Асанкасси ял тăрăхĕн администрацийĕн тĕп специалисчĕ Римма Горбунова тата Асанкассинчи культура çурчĕн ĕçченĕсем пынă. Вĕсем ветерана чаплă юбилейпе саламласа РФ Президенчĕн В.Путинăн саламлă çырăвне тата район администрацийĕн пуçлăхĕн А.Осиповăн ятĕнчен асăнмалăх парне панă.

Геннадий Павлов виçĕ çулта чухне тăлăха юлнă. Ăна амăшĕн аппăшĕ пăхса ӳстернĕ. Ачалăхĕ вăрçă вăхăтне лекнĕ, ун чухнех вăл колхозра ĕçлеме пуçланă: ĕне кĕтĕвĕ кĕтнĕ, вăкăрсемпе çĕр сухаланă… Пĕчĕк пулсан та Канаша апат-çимĕç (тырă, çăмарта, çăнăх тата ытти те) турттарнă.

1952 çулта Анна Александровнăпа пĕр çемье чăмăртанă. Пĕрле вĕсем виçĕ ывăлпа пĕр хĕр пăхса ӳстернĕ. Шел пулин те, мăшăрĕ 2017 çулта пурнăçран уйрăлса кайнă.

Çулĕсем нумай пулсан та, Геннадий Павлович хевтеллĕ, лайăх кăмăлпа кашни куна кĕтсе илет, пурнăçа юратать, районти тата çĕршыври пулăмсемпе интересленет. Вăтам ывăлĕн çемйи ăна лайăх пăхать. Геннадий Павловăн пурĕ 12 мăнукпа 19 мăнмăнук. Вĕсем пурте ун патне килсех çӳреççĕ, унăн сывлăхĕпе интересленсех тăраççĕ.

Юбиляра  тăванĕсен ăшшипе савăнса пурăнма çирĕп сывлăх сунатпăр. 

Н.МЕДВЕДЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *