Суббота, 20 апреля

Аваллăх йĕрĕсемпе

Аваллăх йĕрĕсемпе

Пирĕн ялсем çывăхĕнче истори пĕлтерĕшлĕ паллă вырăнсем нумай. Эпир вĕсене мĕн авалтан сыхланса юлнă ячĕсем урлă пĕлме пултаратпăр. Акă, хăш-пĕр çĕрте Улăп тăпри текен вырăнсем пур. Чăваш мифологийĕнче çырнă тăрăх, Улăп паттăр канма ларнă çĕрте çăпатине хывса унти тăпрана силлесе хăварнă. Çав тĕлте тĕмескесем пулса юлнă теççĕ.

Çакăн пек вырăн Йăлмахва ялĕ çывăхĕнче те пур. Нумаях пулмасть ял çыннисем — хисеплĕ таврапĕлӳçĕ Павел Зайцев, ял старости Анатолий Дмитриев тата Алексей Дмитриев химик-биолог— çак вырăна паллă тăвас, пулас ăрусем валли чăвашсен авалхи мифологийĕпе çыхăннă пулăма упраса хăварас тĕллевпе Улăп тăпри тĕлне юман лартнă. «Паллă çыравçă, хисеплĕ таврапĕлӳçĕ Юхма Мишши çакăн пек аваллăхпа çыхăннă вырăнсене халăх асĕнче хăварма йывăç та пулин лартса хăварăр тенĕ. Çавăнпа эпир те çапла тума шутларăмăр», — уçать шухăшне П.Зайцев.

Ялти чи ватă çынсенчен пĕри Владимир Албутов каланă тăрăх, çак Улăп тăпри çывăхĕнче пĕчĕкрех тепĕр 4 тĕмеске пур. Ача чухне вĕсем çинчен халап каласа панине вăл халĕ те ас тăвать. Паянхи шкул ачисене те халăх сăмахлăхĕпе паллаштарни, хамăр тăрăхри кăсăклă вырăнсене кăтартни усăллă пулĕччĕ.

Н.Калашникова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *