«Çак эрнере регион тӳлевне мобилизаци йĕркипе кайнă граждансем пурте илĕç», — тенĕ ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев.
Çакна вăл тулли мар мобилизаципе кайнисен çемйисене тата ачисене памалли мерăсем тата çак енĕпе ĕçлекен координаци совечĕн ĕçĕ-хĕлне халалланă уçă эфир вăхăтĕнче каланă. Тӳрĕ лини «ВКонтакте» социаллă сетьре «Чувашская Республика» ушкăнра ноябрĕн 14-мĕшĕнче иртрĕ.
Пĕлетпĕр ĕнтĕ, ноябрĕн 7-мĕшĕнче Республика Пуçлăхĕ мобилизациленĕ граждансене пĕр хутчен паракан 50 пин тенкĕ тӳлевпе тивĕçтересси çинчен Указ кăларнăччĕ. Ăна алă пуснă хыççăн виçĕ талăк хушшинче правительство укçа-тенкĕ тӳлес, уйăрас тата ăна Чăваш Республикин Ĕç министерствине çитерес енĕпе регламент докуменчĕсене хатĕрлесе çитернĕ. Ноябрĕн 14-мĕшĕ тĕлне мобилизаципе кайнисен 84 проценчĕ çак тӳлеве илнĕ те. 16 проценчĕ тĕлĕшпе вара чăрмав вĕсен кăтартăвĕсем тулли пулманнипе çыхăннă. Вĕсем те ку эрнере тӳлеве илĕç. Çак шухăшсене палăртнă ЧР Пуçлăхĕ тӳрĕ эфирта.
Çавăн пекех тӳрĕ эфир вăхăтĕнче мобилизациленнĕ граждансен çемйисене еплерех çăмăллăхсем тивĕçнине те туллин каласа кăтартнă. Пĕр сехет ытла тăсăлнă эфирта чылай ыйтăва уçăмлатма май килнĕ. Çакă — çав тери пĕлтерĕшлĕ.