Понедельник, 22 апреля

Йывăрлăхсем умĕнче пуç усман

Йывăрлăхсем умĕнче пуç усман

Пурнăç сукмакĕпе утса 90 çула çитнĕ çынсен йышне çак кунсенче Чĕчкен ялĕнче пурăнакан М.Н.Хамидуллова та хутшăнчĕ. Çак ятпа ăна Чĕчкен ял тăрăхĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Л.В.Григорьева, Аслă Чурачăкри культура çурчĕн ĕçченĕсем, çывăх çыннисемпе тăванĕсем саламларĕç. Людмила Витальевна ветерана РФ Президенчĕн В.Путинăн саламлă çырăвне тата хаклă парне пачĕ.

Минсылу Нуртдиновна хăйĕн пурнăçĕн чылай пайне колхоз производствинче ирттернĕ. Унăн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 42 çул. Çак çула çитнĕ чылай çыннăнни пекех унăн ачалăхĕ те, çамрăклăхĕ те çĕршывшăн йывăр вăхăчĕсене лекнĕ. Мĕн пĕчĕкрен ĕç çумне çыпçăнса ӳснĕскерĕн ачаранах уй-хирте тăрăшма тивнĕ. Каярахпа та, «Заветы Ильича» колхозăн иккĕмĕш бригадинче тăрăшнă май, выльăх кăшманĕн, çĕрулмин уйĕсенче сахал мар пилĕк авнă. Çава тытса курăксем, пăрçа çулма та, сенĕк-кĕреплепе утă пуçтарма та сахал мар тивнĕ. Вăл колхозра тăрăшнă çулсенче пур ĕçе те алă вăйĕпе тумалла пулнă. Куллен хуçалăхра вăй хунă пулсан та кил-çуртра пуçтарма та, ачисене пăхма та, выльăх-чĕрлĕх тытма та ĕлкĕрнĕ. Ялта пурăнаканăн çав çулсенче йăла условийĕсем те паянхипе танлаштарсан урăхларах пулнă. Апла пулин те вăл вăхăтри çынсем тăрăшнă, ырă малашлăха ăнтăлнă. Умри йывăрлăхсем умĕнче пуçĕсене усман.

Мăшăрĕпе, Идиатулла Хайрулловичпа пĕрле вĕсем 6 ача çуратса ӳстернĕ, тивĕçлĕ воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Халĕ М.Хамидулловăна 14 мăнукĕпе 16 мăнмăнукĕ савăнтараççĕ. «Вĕсем эпир чăтса ирттернĕ йывăрлăхсене ан курччăр, пурнăçĕсем телейлĕ пулччăр», — тет ветеран.

Культура ĕçченĕ С.А.Просвирнов ватă çынна халăх юррисене тутарла  юрласа савăнтарчĕ.

Е.Шуряшкина.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *