Понедельник, 29 апреля

Ăшă чăлха-нуски – парне

Ăшă чăлха-нуски – парне

Йывăр вăхăтра пирĕн халăх нихăçан та пĕр-пĕрне пăрахман. Мĕн май килнĕ таран пулăшма тăрăшнă. Акă, мобилизаципе кайнисене пулăшас ĕçе те çынсем пысăк хастарлăхпа пуçăнаççĕ. Ырă кăмăл кăтартса тĕрлĕ ĕçсем тăваççĕ. Ятарлă çар операцийĕсене хутшăнакансем валли ăшă чăлха-нуски çыхакансем те районта чылайăн.

Çак ырă пуçарăва Чăваш Республикинчи Хĕрарăмсен союзĕн районти уйрăмĕн председателĕ Инна Ядрова тата Дубовка ял вулавăшĕн библиотекарĕ Татьяна Волкова, «Мастерицы» клуб членĕсем ырласа йышăннă. Вĕсем салтаксем валли çăм нускисем çыхассине йĕркеленĕ. «Кĕркунне çитрĕ те çанталăк сивĕтсех пырать. Салтаксем хăтлăхра пурăнмаççĕ. Çавăнпа та вĕсене ăшă тытакан япаласем кирлех. Сивĕ çанталăк ан хăраттăр», —  тет Т.Волкова.

Кружока çӳрекен Л.А. Петрова, Е.П.Кудрявцева, В.Ф. Боровкова, Е.В.Лаврушкина, Н.А.Кузнецова, Л.Н.Тимофеева, Г.В.Фатеева, Л.Я.Краснова çыхнă япаласем салтаксене сивĕрен сыхланма пулăшасса шанаççĕ. Çак ырă пуçару малалла та вăй илессе шанатпăр.

А.АНТОНОВА.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *