Суббота, 27 апреля

Раççей паспорчĕсене алла илчĕç

Раççей паспорчĕсене алла илчĕç

Вĕсем Раççей гражданинĕсем

Чылай çул çĕнĕ нацистсен ирсĕрлĕхне курса пурăннă Донбасс çыннисем хăйсен историллĕ Тăван çĕршывне хаваспах таврăннине референдумра пĕр саслăн пĕлтерчĕç. Халăхăн тĕп пайĕ — ятарлă çар операцийĕ пыракан территорисенче юлнисем те, пирĕн тĕрлĕ региона куçса килнисем те — Раççей тытăмĕнче пĕрле ĕçлесе пурăнас, ачисене тивĕçлĕ   ӳстерес шухăша ырласа палăртать. Халĕ вĕсен гражданлăхне çирĕплетес ĕç пырать.

Юнкун район администрацийĕн ЗАГС пайĕнче те Раççей гражданинĕсем пулса тăнă  Фахртдиновсен çемйишĕн  çав тери пĕлтерĕшлĕ кун  пулчĕ.  Вĕсем, лăпкă мар лару-тăрăва пула Донецк Халăх Республикинчен Комсомольски  районне килнĕскерсем, пирĕн çĕршыв гражданлăхне илес кăмăлне пĕлтернĕ. Çак ĕмĕте пурнăçлас тесе ĕнтĕ вĕсем, федераллă саккунпа килĕшӳллĕн, Раççейĕн тивĕçлĕ çыннисем пулма шантарса присяга тытрĕç. Хăйсене хӳтте илнĕ çĕршыв саккунĕсене тӳрĕ кăмăллăн пăхăнса пурăнма, унăн культурипе йăли-йĕркисене хисеплеме тупа турĕç. Куçĕсем савăнăçпа шывланнинчен, присяга сăмахĕсене вуланă май сасă чĕтревлĕн тухнинчен кашниншĕн çак самант хумхануллă пулни курăнчĕ.

Çĕршывăн çĕнĕ гражданинĕсене  район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ — вĕренӳ пайĕн начальникĕн ĕçĕсене пурнăçлаканĕ Юрий Митюков тата  миграци ыйтăвĕсемпе тимлекен уйрăм ертӳçи Арина Галкина саламларĕç.

Раççей гражданинĕн ятне яланах çӳлте тытма, тăван тăрăхăн телейĕпе ăнăçлăхĕшĕн мĕн пур вăя хывса  тăрăшма сунчĕç.

— Малашне эсир Конституцире палăртнă саккунлă правасемпе туллин усă курма пултаратăр. Çакăнпа пĕрлех сирĕн тивĕçсем те нумай, — çирĕплетрĕç вĕсем Раççей Федерацийĕн паспорчĕсене панă май.

А.Мариян.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *