Суббота, 20 апреля

Шыравçăсем – слетра

Шыравçăсем – слетра

Октябрь уйăхĕн юлашки кунĕсенче Сĕнтĕрвăрри районĕнчи «Белые камни» кану лагерĕнче республикăри çамрăк шыравçăсен слечĕ иртрĕ. Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕнчи «Наследие» шырав ушкăна çӳрекенсем те унта хастар хутшăнчĕç.

Виçĕ куна тăсăлнă слетра пĕлмелли, курмалли, паллашмалли чăннипех те нумай пулчĕ. Эпир юлташсемпе пĕрле архивсем тăрăх салтаксене шырама, документсемпе паллашма, вĕсене çырса хатĕрлеме вĕрентĕмĕр. Тĕрлĕ экспедицисене хутшăннă май унта хамăра мĕнле тытмалли çинчен те тĕплĕн ăнлантарчĕç. Граната, мина тупсан мĕн тумалла-ха? Пĕтĕмпех ăнлантарчĕç. Лекцисем иртнĕ май итлесе ларма, çĕннине блокнот çине çырса пыма кăмăллă пулчĕ. Вăйăсене, викторинăсене хутшăнса мĕн чухлĕ çĕнĕ информаци пĕлтĕмĕр!?  Тĕрлĕ проектсем те кăсăклă пулчĕç. Вĕренекенсемшĕн слет йĕркелени çав тери усăллă. Эпир халĕ нумай ĕçе çăмăллăн пурнăçлама пултаратпăр. Салтаксене шыраса тупасси, документсене тĕрĕслесси пирĕншĕн халĕ йывăрах мар. Енчен те районта пурăнакансем хăйсен паттăр тăванĕсем пирки пĕлес теççĕ пулсассăн е вĕсем Аслă Отечественнăй вăрçăра пуçĕсене хунă салтаксене шыраççĕ-и — эпир вĕсене пулăшма хатĕр. Пирĕн пата çыру çырăр, электрон адрес:   ava7907@mail.ru

Иван Филиппов,

«Наследие» отряд командирĕ.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *