Пятница, 26 апреля

Алса-чăлха пуçтарчĕç, укçа та пачĕç

Алса-чăлха пуçтарчĕç, укçа та пачĕç

«Хамăрăннисене пăрахмастпăр» акцие Вăрман- хĕрри Чурачăк ялĕнче пурăнакан ĕç ветеранĕсем хапăлласах хутшăнчĕç.

Мобилизаципе кайнă çынсене пулăшас тесе ăшă чăлха-нуски çыхрĕç. Хăшĕсем 2—3 мăшăр, Альбина Вениаминовна Морозова ултă, Лидия Афанасьевна Коновалова пилĕк мăшăр таранченех пачĕç. Галина Морозова та ырă пуçару турĕ, çак ырă ĕçе пин тенкĕ укçа хыврĕ. Унăн тĕслĕхне Ф.В.Кополухин, З.П.Хлебникова, А.А.Белков, Е.Н.Степанова, В.И.Петрова, Г.Н.Петрова, А.А.Ятманова, Н.В.Корнилова тата ыттисем те хавхаланса йышăнчĕç, кăмăлтан укçа-тенкĕ хыврĕç. Çак ыркăмăллăх утăмне тăвассине Вера Ильинична Захарова учитель-ветеран  йĕркелесе пычĕ. Вăл каланисене чĕре патне илсе ветерансем кĕске вăхăтрах 40 мăшăр алса-чăлха пуçтарчĕç. Хамăр çĕршыва сыхлакан, хӳтĕлекен салтаксене пулăшма кăмăл тунăшăн тав тăватпăр. Çавăн пекех Хырхĕрри ял администрацийĕнче тăрăшакансене те пуçтарнă япаласене салтаксем патне çитерме пулăшнăшăн ырă сăмах калатпăр. «Хамăр салтаксене яланах пулăшма хатĕр», — теççĕ ветерансем.

Г.Уральская,

ялти ветерансен совечĕн председателĕ.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *