Четверг, 25 апреля

Мобилизаци йĕркеллĕ иртнĕ

Мобилизаци йĕркеллĕ иртнĕ

Пĕтĕмĕшле илсен, Чăваш Республикинче мобилизаци ĕçĕсене кирлĕ шайра туса ирттернĕ, пĕтĕм кăтартусене туллин пурнăçланă. Мобилизаципе каякансен прависене пăснă тĕслĕхсем пулман. Вĕсене ăсатассине çӳллĕ шайра йĕркеленĕ, пултарулăх коллективĕсене явăçтарса йăла-йĕркене пăхăнса ирттернĕ.

Мобилизаци вăхăтĕнче хăш-пĕр кăлтăксем те палăрнă. Вĕсене хăвăрт тӳрлетме пултарнă. Сăмахран, нумай ачаллă ашшĕсене каялла янă. Мобилизаципе чĕннĕ пысăк квалификациллĕ сотрудниксене яланхи ĕç вырăнне тавăрнă.

Мобилизацирен пăрăнакансене палăртман. Повесткăсене çын унта пурăнман вырăна  парса хăварнă тĕслĕхсем пулнă.

Олег Николаев Чăваш  Республикинчен тулли мар мобилизаципе çара  кайнă çынсене вырнаçтарнă пунктсене хăй çитсе курнă. Вĕсенче республика правительствин яваплă çыннисем те пулаççĕ.

Чăваш Ен мобилизаципе кайнисене хушма пулăшу парас енĕпе çине тăрса ĕçлет. Акă, вĕсем тăракан вырăна медицина бригадисем тухса кайнă, вĕсенче стоматологсем ĕçлеççĕ. Çавăн пекех мобилизаципе кайнисене  кирлĕ япаласемпе тивĕçтерессине те йĕркеленĕ. Вĕсен çемйисене те пулăшса пыраççĕ. Ача сачĕсене черетсĕр вырнаçтарасси, медицина пулăшăвĕ парасси, шкул ачисене кунне икĕ хутчен вĕри апатпа  тивĕçтересси тата ытти пулăшусем  пĕр хутчен анчах мар, яланах пулса пымалла.

Чăваш Енре «Вместе/Пĕрле» фондăн ятарлă ыркăмăллăх фондне уçнă. Паянхи куна унта 30 миллион ытла тенкĕ укçа пуçтарăннă. Çак укçа-тенкĕ мобилизаципе кайнă çамрăксем валли  хушма снаряжени илме каять:   тепловизорсем, квадрокоптерсем, оптика тата ытти те.

Çар çыннисене хăйсен ирĕкĕпе пулăшас текен уйрăм çынсемпе организацисем чылай. Аслăрах ӳсĕмри çынсем ăшă япаласем çыхса параççĕ. Хĕрарăмсен тата Аттесен канашĕсем, ытти организацисемпе массăллă информаци хатĕрĕсем те ырă пуçарусенчен айккинче тăмаççĕ. Пысăк компанисемпе бизнес та çар çыннисене пулăшас енĕпе курăмлă ĕçлет. Сăмахран, хăш-пĕр предприятисем мобилизаципе кайнă сотрудниксен ĕç укçине сыхласа хăварнă, жилетсемпе каскăсем туянса паракансем те пур.

Чăваш Енре пурăнакансем ыркăмăллăх кăтартса Донбаса  гуманитари пулăшăвĕпе çĕршер тонна груз ăсатнă. Пирĕн предприятисем çĕнĕ территорисен инфраструктурине ура çине тăратас ĕçе те хутшăнаççĕ. Сăмахран, Донецк Халăх Республикинче трансформаторсем туса кăларассине йĕркелеççĕ. Унти икĕ предприятире ĕçлекенсене вĕрентес тата кирлĕ хатĕр-хĕтĕрпе тивĕçтерес ĕçсем пыраççĕ. Пĕрремĕш трансформатор унта çитнĕ ĕнтĕ. Малашне ăна вырăнтах пуçтарма тытăнĕç. Алăксемпе чӳречесем туса кăларассине те йĕркелесшĕн. Тĕпрен илсен, çак шухăшсене палăртнă Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев пресс-конференцире.

Ю.Гаврилов хатĕрленĕ.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *