Выльăх шутне чакарман, апат çителĕклĕ хатĕрленĕ

Выльăх шутне чакарман, апат çителĕклĕ хатĕрленĕ

Район администрацийĕн ял хуçалăх, экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн специалист-эксперчĕпе К.Г.Гимальдиновпа выльăх-чĕрлĕх отраслĕн кăçалхи январь — сентябрь уйăхĕсенчи кăтартăвĕсем пирки тата фермăсене хĕле хатĕрлес ыйтусемпе калаçрăмăр.

— Киям Гилачевич, районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем кăçалхи тăхăр уйăхра мĕнле ĕçлесе пынă?

— Пĕтĕмĕшле илсен, япăх мар темелле. Сĕт туса илес енĕпе ял хуçалăх предприятийĕсенче пĕлтĕрхинчен кăтартусем лайăхрах. Республика шайĕнче те пирĕн район аваннисен ретĕнче. Октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне пĕрлешӳллĕ хуçалăхсем пурĕ 89694 центнер, иртнĕ çулхи çав вăхăтринчен 6 процент ытларах сĕт туса илнĕ. Фермăсенчи ĕнесем вăтамран кашниех 4458 килограмм сĕт антарнă. Ку енĕпе «Асаново» ЯХПКра (6500 килограмм), «Рассвет» ЯХПКра (6362 килограмм), «Родина» ОООра (5719 килограмм), «Слава» ЯХПКра (5205 килограмм) аван ĕçлеççĕ.

— Аш-какай туса илес енĕпе лару-тăру мĕнлерех-ши?

— Районти ял хуçалăх предприятийĕсем çулталăк пуçланнăранпа 5538 центнер е пĕлтĕрхи январь — сентябрь уйăхĕсенчинчен 6 процент  ытларах аш-какай туса илнĕ. Ку енĕпе «Слава» (716 центнер), «Асаново» (700 центнер), «Восток» (693 центнер) ял хуçалăх предприятийĕсем, «Урожай» колхоз (688 центнер) аван ĕçлесе пынине палăртмалла. «Искра», «Луч», «Победа», «Пайгас», «Сюрбеево» хуçалăхсем иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен аш-какай ытларах туса илнĕ.

— Продукци пулсан укçа-тенкĕ те аванах кĕмелле пек те…

—  Ял хуçалăх продукцийĕн хакĕ çав-çавах пĕчĕк. Сĕтĕн хакĕ пăртак та пулин пулнă тăкаксене саплаштаркалама май парать пулсан, аш-какай туса илни чăрмавлă. Çавăнпа та ял хуçалăх предприятийĕсем выльăх самăртас енĕпе ĕçлесшĕнех мар. Пăрусене çамрăклах халăха сутма тăрăшаççĕ. Чăнах та, выльăх-чĕрлĕх продукцийĕн  сутлăх хакĕсем чылайранпах пĕр евĕрлĕ тăраççĕ, çав  вăхăтрах çунтармалли-сĕрмелли материалсем те, электроэнерги те, строительство материалĕсем те кунсерен хаклансах пыраççĕ. Кун пек лару-тăрура, паллах, ал-ура çавăрса яма йывăр. Çапах та районти пĕрлешӳллĕ хуçалăхсем выльăх-чĕрлĕх шутне чакарас çул çине тăмаççĕ. Октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне выльăх йышĕ пĕлтĕрхи çав вăхăтри шайрах, мăйракаллă шултра выльăх шучĕ пăртак   ӳснĕ те. Хальхи вăхăтра ял хуçалăх предприятийĕсенче 5698 пуç мăйракаллă шултра выльăх, вăл шутран  1975 пуç ĕне шутланать. Çавăн пекех фермер хуçалăхĕ йĕркелесе выльăх тытакансем те пур. Уйрăм  çынсем те сăвакан ĕнесем тытнипе пĕрлех, вăкăрсем те самăртаççĕ.

— Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче çивĕч ыйтусем чылай ĕнтĕ.

— Чылай анчах мар, вĕсем хутшăнсах пыраççĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсенчи фермăсем кивелеççĕ, çулсерен ытларах юсав ĕçĕсем тума ыйтаççĕ. Кунсăр пуçне ĕçлекенсем ватăлса пыраççĕ, вĕсене улăштаракансем çук. Çамрăксем фермăна ĕçлеме килесшĕн мар. Чылай çĕрте ветеринарсем çук. Кадрсен ыйтăвĕ кашни çулах çивĕчленсе пырать.

— Кĕçех сивĕ  кунсем çитеççĕ. Выльăх-чĕрлĕх валли апат çителĕклĕ  хатĕрленĕ-и?

— Октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне ял хуçалăх предприятийĕсем 27 пин тонна силос, 17 пин тонна сенаж, 8 пин тонна утă янтăланă. Кашни условнăй выльăх пуçне 37 центнер апат единици чухлĕ выльăх апачĕ пур. Кунсăр пуçне хуçалăхсем тутлăхлă япаласемпе пуян хутăшсем те туянаççĕ. Вĕсемсĕр паянхи кун выльăх-чĕрлĕхрен пысăк продукци илесси пирки шутламали те çук. Паянхи кун фермăсенче апата техникăпа вĕтетсе  хутăштарса параççĕ.

— Апатсăр пуçне выльăх-чĕрлĕх ăнăçлă хĕл каçасси ăна мĕнле условисенче пăхса усранинчен те килет-çке.

— ЧР Ял хуçалăх министертвипе район администрацийĕ ял хуçалăх предприяти- йĕсенчи фермăсене хĕл каçма мĕнле  хатĕрленине тĕрĕслесси çинчен постановлени кăларнă. Унпа килĕшӳллĕн ятарлă комисси хуçалăхсенче пулса курать. Ун тĕллевĕ тĕрĕслесси мар, ертӳçĕсемпе специалистсемпе курнăçса калаçса çивĕч ыйтусене пĕрле сӳтсе явса, канашласси, йывăрлăхсенчен тухмалли çул-йĕр шырасси пулса тăрать.

— Калаçушăн тавтапуç.

Ю.Гаврилов калаçнă.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *