Чăваш наци музейĕ тата республикăри Хĕрар ăмсен канашĕ сентябрь уйăхĕнче «Салтаксене сăмса тутри парнеле» акци пуçарчĕ. Асăннă акцие пирĕн районта пурăнакансем те хастар хутш ăнса вун-вун сăмса тутри тĕрлерĕç.
Акă, «Çĕр тата çынсем» халăх музейĕн заведующийĕ Алена Полякова пу çарнипе маттур аннесем, асаннесем çак пархатарлă ĕçе хутшăнчĕç. Вера Макарова, Валентина Хораськина, Галина Быкова синкертен хӳтĕлекен эрешсемпе сăмса тутрисем тĕрлерĕç. Хĕрарăмсем чун ăшшине хывнă алă тутрисене мобилизациленекен кашни ар çынна парнелеççĕ. Алă тутрисем салтаксене хĕн-хуртан упраччăр, хӳтĕлесе пыччăр.
(Хамăр инф.).