
Октябрĕн 19-мĕшĕнче районтан Комсомольски тата Елчĕк районĕсен яшĕсене çар операцине чыслăн ăсатрĕç.
«Кикак-кикак, хур кайăксем, кайри мала ан тейĕр. Эпир тухса кайсассăн, ай, кайччăр та пĕтчĕр, ай, ан тейĕр», — чуна пырса тивмелле янăрарĕ салтак юрри. Çапла мобилизациленекенсем ялсенчен салтак юрри шăрантарсах çитрĕç района.
Ятарлă çар операцине пурнăçлама каякансене район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов, ЧР физкультурăпа спорт министрĕ Василий Петров, çар комиссарĕ Сергей Данилов, ЧР Хĕрарăмсен канашĕн районти уйрăмĕн председателĕ Инна Ядрова салтаксене çак йышпах каялла тавр ăнма телейлĕ çул, çирĕп сывлăх сунчĕç. Сергий иерей, Леонтий иерей, Силуан иеромонах ар çынсене инçе çула пиллерĕç.
Чăваш наци музейĕ тата Хĕрарăмсен канашĕ пуçарнипе «Салтаксене сăмса тутри парнеле» акципе килĕшӳллĕн мобилизацие лекнисем валли районти хĕрарăмсем-аннесем сăмса тутри тĕрленĕ. Ахаль тутăр мар вăл. Алă ăстисем вĕсене синкертен хӳтĕлекен эрешсеме илемлетнĕ, чун ăшшине хывнă. Ĕлĕкех салтака, вăрçа каякана хĕрсем сăмса тутри парнеленĕ, вăл чĕрĕ-сывă таврăнма пулăшасса ĕненнĕ.
Пысăк шурă автобус арçынсене вĕренĕве илсе кайрĕ. «Таврăнăр, эпир кĕтетпĕр»! — алă сулчĕç вĕсене ăсатакансем.
А.Мариян.