Çак кунсенче районти культура çуртĕнче Атте кунне паллă турĕ. Пухăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Светлана Грачева, ЧР Хĕрарăмсен канашĕн районти председателĕ Инна Ядрова саламларĕç. Хисеплĕ, маттур аттесене çирĕп сывлăх, тулли телей, ăнăçу сунчĕç.
Кулленхи тата обществăлла ĕçре ырми-канми тăрăшакан маттур ар çынсене Александр Осипов çак кун Хисеп грамотисемпе чысларĕ. Нĕркеç культура çурчĕн заведующийĕ Михаил Кузнецов, «Каçал» халăх фольклор ансамблĕн артисчĕ Юрий Тихонов, В.Х.Зайцева ячĕллĕ халăх театрĕн артисчĕ Виталий Хораськин район администрацийĕн Хисеп грамотисене тивĕçрĕç.
Культура ĕçченĕсем пухăннисене савăк юрă-кĕвĕ парнелерĕç.
А.ЕФРЕМОВА.