
«Шанас килет, хăрушлăха сирсе
Кашни Раççей ачи ыр-сывă килĕ.
Усал-тĕсел нацистсене çĕнсе
Тăван енре телейлĕ пурнăç пулĕ».
Мария Каçалсем.
Кăçалхи февраль уйăхĕнчен Раççей çарĕ Украинăра ятарлă çар операцийĕ ирттерет. Унăн тĕп тĕллевĕ — Луганскпа Донецк республикисенче пурăнакансене пулăшасси. Вĕсем çине Украина çар çыннисем сакăр çул хушши хĕç-пăшалсенчен тĕлли-паллисĕр персе пурăнаççĕ, питĕ нумай мирлĕ пурăнакансен пурнăçĕ вăхăтсăр татăлчĕ, вĕсен хушшинче çап-çамрăк ачасем те йышлă.
Икĕ тăванла халăх пĕр-пĕринпе вăрçăнни никама та савăнтармасть, çамрăк салтаксем Тăван çĕршыв чысне хӳтĕлесе вăхăтсăр çĕре кĕреççĕ.
Пирĕн районта çуралса ӳснĕ ентешсем те Украина çĕрĕнче хăюлăх кăтартса паттăррăн пуç хучĕç: Геннадий Александрович Павлов (Комсомольски ялĕ), Александр Сергеевич Кошкин (Шурут-Нурăс ялĕ), Дмитрий Александрович Степанов (Асанкасси ялĕ), Марат Зуфарович Алеев (Урмаел ялĕ), Сергей Викторович Новиков (Хурнай ялĕ).
Мирлĕ вăхăтри çапăçусенче пуçĕсене хунă салтаксен ячĕсем ĕмĕр-ĕмĕр пирĕн асăмра упранĕç. Вĕсем ыттисемшĕн — тĕслĕх вырăнĕнче.
Раççей Федерацийĕн Президенчĕн 2022 çулхи сентябрĕн 21-мĕшĕнчи Указĕпе килĕшӳллĕн çĕршывра тулли мар мобилизаци пуçланчĕ. Çавна май Раççей çарĕнче тĕрлĕ вăхăтра хĕсметре тăнă Комсомольски районĕн çыннисем алла повестка илчĕç. Хăшĕ-пĕрисене çар чаçĕсене те ăсатрĕç.
Хамăрăн асаттесен, мăнасаттесен Аслă Отечественнăй вăрçăри паттăрлăхне тĕпе хурса вĕсем те палăртнă задачăсене тӳрĕ кăмăлпа тата професси шайĕнче пысăк пахалăхпа пурнăçласса шанатпăр.
Яшсене пурне те çемйисене чĕрĕ те сывă, çĕнтерӳпе таврăнма сунатпăр.
П.ЗАЙЦЕВ,
запасри аслă лейтенант.