Четверг, 25 апреля

Эсир пурри – хисепре ялан

Эсир пурри – хисепре ялан

«Хĕрарăм — анне, çĕр çинчи пĕтĕм ырлăх пуçламăшĕ, апла пулсан вăл — этем пуçламăшĕ» — тенĕ паллă педагог Сухомлинский.

Ахальтен мар анне ячĕ юратупа, çепĕçлĕхпе, тимлĕхпе çыхăннă. Вĕсем пуринчен те ытларах пирĕн çитĕнӳсемшĕн савăнаççĕ, чун-чĕререн пирĕн пуласлăхшăн пăшăрханаççĕ. Пурнăçра кирек мĕн пулсан та анне чи малтан аллине тăсать, каçарма пултарать.

Манăн анне Валентина Герасимова, çут çанталăкăн илемлĕ вăхăтĕнче, 1952 çулхи октябрĕн 15-мĕшĕнче Асанкасси ялĕнче кун çути курнă. Ылтăн кĕркунне вăхăтĕнче çуралнăран пулĕ, калама çук ырă кăмăллă çын пирĕн аннемĕр, унра тĕлĕнмелле ăшă тапса тăрать.

Аннепе атте, Валентина Ивановнăпа Николай Дмитриевич Герасимовсем, сакăр ача çуратса ӳстернĕ, тивĕçлĕ воспитани панă, пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнăĕ Çемьере пĕр чăмăра чăмăртаса тăраканĕ, пурне те çепĕç кулăпа ăшă туйăм парнелекенĕ — анне, ырă кăмăллă чăваш хĕрарăмĕ.

Паянхи кун вĕсене «кукаçи», «кукамай», «асатте», «асанне» тесе 14 мăнукĕ савăнтарать. Аттепе анне вĕсене те мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарма тăрăшаççĕ, ĕç вăрттăнлăхĕсене уçса параççĕ.

Хăна-вĕрле пуçтарнă чух анне яланах чăваш йăлипе техĕмлĕ шӳрпе, кăпăшка кукăль хатĕрлеме кăмăллать.

Тивĕçлĕ канура пулин те, аттепе анне иккĕшĕ те алă усса лармаççĕ, выльăх-чĕрлĕх, чăх-чĕп ĕрчетеççĕ, пахча-çимĕç, улма-çырла çитĕнтереççĕ, ачисене мĕн вăй çитнĕ таран пулăшма тăрăшаççĕ. Кил хушшинче пур япала та хăй вырăнĕнче.

Кашни чӳрече анинче илемлĕ те тĕрлĕ тĕслĕ чечексем куçа илĕртеççĕ. Пӳлĕмре те туллиех вĕсем. Чечексем ешерсе ларнине курсан çак килте килĕшӳ хуçаланнине ĕненетĕнех. Ахальтен-и вĕсем пĕр-пĕрне куçран пăхсах ăнланаççĕ.

Аттепе анне, эпир сире юрататпăр, сирĕнпе мухтанатпăр. Сирĕн пурнăç çулĕ вăрăм та такăр пултăр. Эсир пурри чи пысăк пуянлăх.                                                                                                                 

                                      А.Калюкова.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *