Вторник, 23 апреля

Ĕçченлĕх хисепре ялан

2022 çул — Чăваш Енĕн паллă çыннисен çулталăкĕ. Пирĕн Кайнлăк ял тăрăхĕнче хисеплĕ те сумлă çынсем нумай. Вĕсем тĕрлĕ сферăра ĕçлесе патшалăхăн сумлă наградисене илме тивĕçлĕ пулнă.

Кайнлăк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Альберт Германович Кузьмин пуçарнипе тата тăрăшнипе ял хуçалăхĕнче палăрнă çынсене халалласа «Ял хуçалăхĕнче ĕçлесе хисепе тивĕçнĕ» стенд йĕркелерĕмĕр. Çак стенда кĕнĕ çынсем — пурте орден илме тивĕçлĕ пулнисем, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ĕçченĕсем.  Вĕсенчен нумайăшĕ пирĕнпе пĕрле çук ĕнтĕ, анчах та вĕсен пархатарлă ĕçĕ нихăçан та манăçмасть.

Нумаях пулмасть ял халăхĕ, хисеплĕ çынсем çак стенда уçма  пуçтарăнчĕç. Уява пынисене пурне те Кайнлăк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Альберт Германович саламларĕ, вăрăм ĕмĕр сунчĕ. Олимпиада Васильевна Михайлова, Георгий Анисимович Хораськин, Владимир Васильевич Албутов тата Сенатулла Идиатуллович Гайзатуллин  хăйсем ĕçленĕ вăхăтсене аса илчĕç, çакăн пек хисеп тунăшăн чун-чĕререн тав турĕç.

Çавăн пекех Герман Николаевич Крылов, Василий Михайлович Данилов хăйсен ашшĕсем çинчен каласа кăтартрĕç, вĕсенчен нумай тĕслĕх илмелли çинче чарăнса тăчĕç. Нина Германовна Кондратьева, Раиса Витальевна Албутова та хăйсен мăшăрĕсене аса илчĕç.

— Пулас ăру çакăн пек мухтавлă çынсенчен тĕслĕх илессе, вĕсен пархатарлă ĕçне яланах асра тытасса шанса тăратпăр, — терĕç уява ертсе пыракансем.

А.Ефремова, 

библиотекарь.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *