Профессире çитĕнӳ тăвакансене чысларĕç

Профессире çитĕнӳ тăвакансене чысларĕç

Кашни ачан пурнăçĕнче учитель пысăк вырăн йышăнать. Вăл шăпăрлана алăран çавăтса пĕлӳ тĕнчине илсе кĕрет, вулама-çырма вĕрентет, куллен ăс парса чуна çывăх професси суйласа илме пулăшать, пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларать. Нумай çул иртсен те вĕрентекенсен сăнарĕсем пирĕн асра упранаççĕ. Çавăнпах ĕнтĕ кашни çулах, урамра ылтăн кĕркунне хуçаланнă илемлĕ вăхăтра, эпир хамăрăн учительсене  професси уявĕпе саламлама васкатпăр. Çак кунсенче районти культура çуртĕнче пуçтарăнса чи маттур, чи пултаруллă, профессире çитĕнӳ хыççăн çитĕнӳ тăвакан учительсене, воспитательсене  савăнăçлă лару-тăрура чысларĕç.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ  Александр Осипов залра ларакансене çак чаплă уяв ячĕпе ăшшăн саламларĕ. Пултаруллă педагогсене «Раççей Федерацийĕн воспитани тата вĕренӳ тытăмĕн хисеплĕ ĕçченĕ» паллăпа наградăларĕ. Çак хисепе  С.Н.Абукина (Хырай ,нел вăтам  шкулĕ), С.Ю.Токмакова (Комсомольскинчи «Колосок» ача сачĕ), Г.Г.Асейнова  (Хирти Явăш тĕп шкулĕ), И.П.Кириллова (Нĕркеç вăтам шкулĕ), Н.Н.Ахметзянова (Урмел вăтам шкулĕ), Г.И.Зейдуллина (Чĕчкен тĕп шкулĕ) тивĕçрĕç.

 Асанкасси вăтам шкулĕнче тăрăшакан Л.А.Катмаковăна РФ Çутĕç министерствин Хисеп грамотипе саламларĕç.   

О.А.Смирновăна (Комсомольскинчи «Рябинушка» ача сачĕ), Г.К.Зиганшинана (Урмаел вăтам шкулĕ), Г.Е.Кузнецовăна (Хирти Явăш тĕп шкулĕ), О.Ю.Курицынана (Чĕчкен тĕп шкулĕ), А.М.Федосеевăна («Колосок» ача сачĕ) ЧР Вĕренӳ тата çамрăксен политикин министерствин  Хисеп грамотипе  чысларĕç.

Район администрацийĕн Хисеп грамотине Л.Ф.Зарипова (Урмаел вăтам шкулĕ), А.В.Константинова  (Хирти Явăш тĕп шкулĕ), И.Н.Анисимова (Комсомольски 2-мĕш  вăтам шкулĕ), Е.Н.Безрукина  (Хырай ,нел вăтам шкулĕ), М.Н.Николаева (Аслă Чурачăк вăтам шкулĕ), О.Н.Кондратьева (Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕ), Г.М.Гайнуллова (Чĕчкен тĕп шкулĕ), В.Н.Ложкова (Шурут вăтам шкулĕ), М.Н.Сапожникова (Нĕркеç вăтам шкулĕ), Т.В.Соловьева (Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕ), А.Ф.Фасхутдинова (Асанкасси вăтам шкулĕ),   М.Н.Николаева (Аслă Чурачăк вăтам шкулĕ), Э.А.Хайртдинова («Радуга»  ача сачĕ)  тивĕçрĕç.

Кашни çулах районти чи  лайăх педагогсене палăртас тĕллевпе ятарлă конкурс ирттереççĕ. Унта мала тухакансене укçан преми парса хавхалантараççĕ. Кăçал çак чыса Л.Н.Гибатдинова (Чĕчкен тĕп шкулĕ), Н.Г.Совина (Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ),  Г.В.Тимофеева (Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕ) тивĕçрĕç.  

Район администрацийĕн  пуçлăхĕн çумĕ — вĕренӳ пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Юрий Митюков  педагогсене професси уявĕ ячĕпе ăшшăн саламларĕ. Вăл «Çулталăк учителĕ», «Çулталăк воспитателĕ» тата «Самый классный классный» конкурссене хутшăнса мала тухнисене  парнесемпе чысларĕ. Çавăн пекех тĕрлĕ предмет олимпиадисенче регион шайĕнче призерсен тата çĕнтерӳçĕсен шутне кĕнĕ ачасене хатĕрленĕ учительсене укçан хавхалантарчĕç.

Уявра ытти ĕçе хастар хутшăнакансене те манса хăвармарĕç, РФ Наука тата халăх вĕренĕвĕн ĕçченĕсен союзĕн  республикăри комитечĕн  Хисеп грамотипе «Радуга» ача садĕнче тăрăшакан Э.Р.Зиганшинана, И.В.Калаковăна  чысларĕç. 

Çак кун педагогсем ячĕпе чылай ăшă сăмах янăрарĕ, çепĕç юрăсем кашнин чунне витерчĕç, чĕрене сăрхăнса кĕрсе ырă кăмăл-туйăм çуратрĕç.

А.АНТОНОВА.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *