Воскресенье, 28 апреля

Ĕçре хастар Беловсем

Ĕçре хастар Беловсем

Хуçалăхра çурхи ака-суха ĕçĕсем пуçлансан «Асаново» ял хуçалăх кооперативĕнче тăрăшакан пĕртăван Беловсем чи малтан хире тухаççĕ. Çумăрсем çукаласа тăни кăçал чăрмав чылай кӳчĕ пулин те,  пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тырăсене акма вăхăтра çĕр хатĕрлесе пынă. Ĕçе пĕлсе тата пахалăхлă пурнăçланипе, техникăна яланах юсавлă тытнипе ырă ят çĕнсе илнĕ вĕсем.

Анатолий Иванович Белов трактор çине ларса пĕрремĕш хут хире тухнăранпа 40 çул та иртнĕ. Çак вăхăтра вăл мĕн чухлĕ сухаланине, культиваци тунине каласа та, çырса та кăтартма çук пулĕ. Хăй умне лартнă тĕллевсене яланах пурнăçлама тăрăшаканскер, кирек ăçта ĕçлесен те пултарулăхĕпе палăрса тăнă. Тăнă çеç мар, халĕ те, утмăл çултан иртнĕ пулсан та çамрăкрах механизаторсемшĕн тĕслĕх пулса тăрать. Хастар ĕçшĕн вăл Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин, район администрацийĕн Хисеп грамотисене тивĕçнĕ. Колхоз, ял хуçалăх кооперативĕ панă Хисеп тата Тав хучĕсем темиçе те. Вĕсемсĕр  пуçне унăн ял хуçалăхĕпе çыхăнман награда та пур. Ăна 1973 çулта «Путакана çăлнăшăн» медаль парса чысланă.  Çулсенче пулсан та Анатолий Иванович «хурçă утпа» уйрăлма шутламасть-ха. «Вăй-хал пур чухне ĕçлем, ĕмĕрĕпе ун çинче вĕт», — тет вăл.

Унăн шăллĕ Андрей та шкулта вĕреннĕ чухнех техника çывăхĕнче пулма тăрăшнă. Çавăнпа та ун умĕнче пулас професси суйласа илес ыйту пулман тесен те юрать. Асанкасси вăтам шкулне пĕтерни çинчен калакан аттестатпа пĕрлех вăл машинист-тракторист удостоверенине те илсе тухать. Унăн та пĕрлешӳллĕ хуçалăхри ĕç стажĕ пысăк. Кăçал вăл «Дон» комбайнпа куккурус вырнă çĕрте тăрăшнă, хирти ытти чылай ĕçсене хутшăннă. Техникăна лайăх пăхса тăни ăна пур çĕрте те тухăçлă ĕçлеме май панă.

«Пирĕн кооперативри механизаторсем пурте маттур. Пĕрне хурласа, теприне мухтаса калаймастăп. Çакă пире уй-хирти пур ĕçе те пахалăхлă тата вăхăтра пурнăçлама май парать», — палăртать «Асаново» ял хуçалăх кооперативĕн председателĕ Александр Николаевич Бахтеров.

Ю.Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *