Суббота, 27 апреля

Çĕнĕ машинăсем панă

Сентябрĕн 27-мĕшĕнче республикăри район больницисен тĕп врачĕсене 48 санитари автомобилĕн уççисене панă. Вĕсене «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕн «РФ (Чăваш Республикин) сывлăх сыхлавĕн пуçламăш звенине модернизацилесси» регион проекчĕпе килĕшӳллĕн туяннă.

«Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев пулăшнине тата Раççей Правительстви тимлĕх уйăрнине кура пирĕн регионта пуçламăш звенона модернизацилес программа план тăрăх малалла пырать. Аса илтеретĕп, 2025 çул вĕçлениччен ялсенче сывлăх сыхлавĕн объекчĕсем тăвасси, вĕсене комплекслă, тĕпрен юсасси, район больницисене çĕнĕ хатĕрсемпе тата автотранспортпа тивĕçтересси малалла пырĕ. Паянхи кун чи çивĕч ыйтусенчен пĕри — ялти медицина пулăшăвне тата та пахалăхрах, усă курма меллĕрех тăвасси», — палăртнă ЧР Правительствин вице-премьерĕ — сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов.

«Лада-Гранта» маркăллă çĕнĕ машинăсемпе васкавлă пулăшупа тивĕçтерес, мобильлĕ врач бригадисене тата вакцинаци бригадисене илсе çӳрес, тухса çӳреймен пациентсене тата изоляцинчи пациентсене эмелсемпе тивĕçтерес тĕллевсемпе усă курĕç. Машинăсенче лайăх çӳреймен пациентсене турттарма наçилккесем те пур.

«Сывлăх сыхлавĕн пуçламăш звенине модернизацилессин программипе пирĕн район больници икĕ машинăна тивĕçрĕ. Çакă пирĕн специалистсене кирлĕ çĕре хăвăртрах çитме пулăшĕ. Унчченхи çулсенче панă машинăсем коронавирус пандемийĕ вăхăтĕнче хăйсен уссине кăтартма ĕлкĕрчĕç ĕнтĕ. Ку машинăсем те пире пациентсем патне чăрмавсемсĕр çитме пулăшĕç», — уçнă шухăшне район больницин тĕп врачĕ Инна Ефремова.

Н.КАЛАШНИКОВА.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *