Суббота, 27 апреля

Пĕрремĕш пуху иртрĕ

Пĕрремĕш пуху иртрĕ

Сентябрĕн 29-мĕшĕнче Комсомольски районĕн муниципаллă округĕн пĕрремĕш суйлаври депутатсен пĕрремĕш Пухăвĕ иртрĕ.

Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Н.Осипов уçрĕ, депутатсене саламларĕ, халăхшăн ĕçлеме чĕнсе каларĕ. ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ П.С.Краснов та вĕсене ăнăçусем сунчĕ. Пухура 20 ытла ыйту пăхса тухрĕç. Вĕсем, тĕпрен илсен, районти депутатсен Пухăвĕ вырăнне малашне ĕçлекен районти муниципаллă округĕн депутачĕсен Пухăвĕн ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă. Малтанах районти муниципаллă округăн депутачĕсен Пухăвĕн председательне суйларĕç. Депутатсем  6-мĕш суйлав округĕпе суйланнă депутата, райпо совечĕн председательне Светлана Николаевна Грачевăна çак яваплă ĕçе шанчĕç. Унăн çумĕн тата секретариачĕн, яланхи комиссисен членĕсемпе председателĕсен суйлавĕсем те иртрĕç. Районăн муниципаллă округĕн уставĕ çинчен те, районăн  муниципаллă округĕн пуçлăхĕн должноçне çирĕплетес енĕпе ирттерекен конкурс пирки те калаçусем пулчĕç.

Çĕршывра тулли мар мобилизаци пынă май Пухура та паянхи кун çивĕч тăракан çак ыйту пирки калаçу пулчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов депутатсене, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене ку енĕпе халăх хушшинче ăнлантару ĕçĕсем ытларах  тума ыйтрĕ. Повестка пани вĕсен çийĕнчех салтак тумĕ тăхăнмалине пĕлтермест. Малтан ятарлă комисси вăл çынсене тĕрлĕ енчен пăхса тухать. Мобилизаци вăхăтĕнче çара укçа-тенкĕпе е урăх енĕпе пулăшма чĕнӳ пулман. Кам хăйĕн ирĕкĕпе пулăшасшăн — тархасшăн. Çак шухăшсене палăртрĕ вăл.

Районăн муниципаллă округĕн депутачĕсем ĕçе пуçăнчĕç. Вĕсене район аталанăвĕшĕн, халăхшăн çине тăрса ĕçлеме вăй-хал сунар.

«Депутат — халăх шаннă çын. Çакна сирĕн тӳрре кăлармалла. Çынсен ыйтăвĕсене татса парассипе, вĕсен пурнăçне лайăхлатассипе тăрăшса ĕçлемелле», — тенĕ сентябрĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев муниципалитетсенчен суйланнă депутатсен çĕнĕ йышĕпе тĕл пулнă вăхăтра. Сăмах май каласан, регион ертӳçи халиччен суйлав хыççăнах депутатсене пĕрле пуçтарса канашлани пулманччĕ-ха.

Çакă республика Пуçлăхĕ районсенчи муниципалитет округĕсен депутачĕсем пысăк пуçарулăхпа хастарлăх кăтартасса чĕререн шаннине тӳрреммĕн çирĕплетет.

Г.Юрьев.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *