Суббота, 27 апреля

Суту-илӳпе çыхăнтарнă

Суту-илӳпе çыхăнтарнă

Мĕн пĕчĕкрен лара-тăма пĕлмен, пурне те пĕлме тăрăшакан, шкулта лайăх паллăсемпе çеç вĕренекен Кĕçĕн Каçал хĕрĕ Люда Краснова ача чухне ӳссен кам кăна пулма ĕмĕтленмен-ши?! Учитель те пулас килнĕ унăн, балерина та… Анчах та шăпа унăн пĕтĕм  пурнăçне суту-илӳпе çыхăнтарнă. Людмила Кирилловна 40 çул райпо системинче тăрăшса ырă ят çĕнсе илнĕ, чыс-хисепе тивĕçнĕ.

1977 çулта çамрăк хĕр Комсомольски райповне ревизора ĕçе кĕрет. Ревизор сăмаха илтсен эпир тӳрех Н.Гоголĕн пьесине аса илетпĕр те, унран мĕнле хăранине, ăна юрама тăрăшнине куç умне кăларатпăр. «Инçетри ялсенчи лавккасене çитсен мана, вырăсла калаçаканскере, илемлĕ тумланнăскере, сăрланнăскере курсан сутуçăсем чăнах та шикленсе   ӳкетчĕç», — йăл кулăпа аса илет халĕ Людмила Кирилловна. Анчах та «майра» хăйсемпе чăвашла калаçма пуçласан, пĕрле таварсене тĕрĕслеме тытăнсан çак туйăм вĕсенче хăвăрт сирĕлнĕ. Хăйне мăнна хумасăр, ĕç пирки кăмăллăн калаçакан ревизор вĕсен кăмăлĕсене те кайнă. Ялсене çитме вара чăн-чăн «тамăк» пулнă. 1970—80 çулсенче район центрĕнчен инçетри яла, сăмахран, Юнтапана, çитес тесен мĕнле нушаланмалла пулнă. Çулсем япăх, мĕнпе май килет — çавăнпа ларса пырса, тĕл-тĕл çуран утса аран-аран каçа хирĕç çеç палăртнă çĕре лекнĕ. Ялта ревизи ирттерсе  ик-виç кун та иртнĕ. Хĕлĕн-çăвĕн çул çинче пулнă вăл. Çумăр айне те сахал мар лекнĕ, çил-тăман  витĕр те юр ашса утнă. 17 çул тăрăшнă Людмила Кирилловна çак ĕçре. «Вăл вăхăтра лавккасем пĕчĕккĕччĕ, вак таварсем нумайччĕ, çавăнпа вĕсенче тăвăрччĕ», — аса илет халĕ суту-илӳ ветеранĕ. Ялсенче хăрушлăха лекни те, кулăшла самантсем сиксе тухни те пулнă. Хăйĕн ревизорта ĕçленĕ канăçсăр çулĕсем пирки пĕрре те ӳпкелешмест вăл. Ялсене çитсе курнă, çынсемпе калаçса вĕсен шухăш-кăмăлне пĕлнĕ. Çакă унăн малашнехи ĕçĕнче пулăшнă та. Ара, райпон кадрсен пайне ерсе пыма пуçласан шăпах унăн çынсемпе ĕçлеме тивнĕ-çке. Калаçу вăхăтĕнче Людмила Кирилловна райпора 1996 çулта 587 çын ĕçлени пирки асăнчĕ. Кашни çыннăн хăйĕн пурнăçĕ, ĕç биографийĕ, улшăнусем… Мĕн чухлĕ хут хатĕрлеме тивнĕ. Вăл ĕçленĕ çулсенче пирĕн райпо потребсоюзăн республикăри, Раççейри ăмăртăвĕсенче малтисен ретĕнче пулнă. Çавăнпа та тĕрлĕ çĕртен делегацисем чылай килнĕ. Вĕсене кĕтсе илесси, тĕлпулусене хатĕрлесси те ун çине тиеннĕ. Кунсăр пуçне Л.Кокшина вырăнти профсоюз комитечĕн председателĕ те пулнă. Пысăк коллективра тăрăшакансене ĕçленипе пĕрлех тивĕçлĕ канма условисем туса парас тесе те сахал мар вăй хума тивнĕ. Уявсем йĕркеленĕ, экскурсисене илсе çӳренĕ, ĕçлекенсен ачисен канăвĕ пирки те тăрăшма тивнĕ… Киле каçа юлса таврăннисем те, шăматкунсерен ĕçе тухса ĕçленисем те сахал мар пулнă. Апла пулин те вĕсем выльăх-чĕрлĕх тытма та, пахчара ĕçлеме те вăхăт тупнă. Вĕсем терĕм те, мăшăрĕ, Юрий Александрович ăна пур енĕпе те пулăшаканĕ пулнă. Пĕрле килĕштерсе пурăннипе вĕсем пур ĕçе те вăхăтра пурнăçлама май тупнă. Мăшăрĕ те райпора 40 çул ытла водительте ĕçленĕ. Унăн та рейсран кая юлса таврăнасси час-часах пулнă. Çапах та маттур çемье килти хуçалăхри ĕçсене пуçтарма та ĕлкĕрнĕ, кулленхи ĕç вырăнне те вăхăтра çитнĕ. Вĕсем икĕ ывăл пăхса çитĕнтернĕ, 3 мăнукĕпе савăнаççĕ.

Л.Кокшинана хастар та тӳрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн чылай Хисеп грамотипе, Тав хучĕпе наградăланă. Вĕсем хушшинче республика, Раççей шайĕнче панисем те нумай. Ăна «Раççейри потребкооперацире тӳрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн» паллăпа, юбилей медалĕсемпе наградăланă. Вăл «ЧР потребкооперацийĕн ветеранĕ», «РФ потребкооперацийĕн ветеранĕ» хисеплĕ ятсене тивĕçнĕ. 2009 çулта Людмила Кирилловнăна «Чăваш Республикин халăхăн йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерес ĕçĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят панă. «Патшалăх манăн ĕçе пысăка хурса хакланăшăн савăнатăп. Вĕсенчен ытларах суту-илӳре пĕрле ĕçленисен хисепĕ пысăкрах. Ертсе пыракан органсенче тăрăшнисем çеç мар, ялсенчи лавккасен сутуçисем палласа илсе сывлăх сунни маншăн хаклă. Хам та вĕсен пурнăçĕсемпе интересленсех тăма, паллă кунĕсем, уявсем ячĕпе саламлама тăрăшатăп», — кăмăллăн калаçать паян та хăйне çамрăк çын пек вăр-вар та çаврăнăçуллă тытакан, пурнăçра яланах лайăххине çеç шанакан Людмила Кирилловна.

Ю.Гаврилов.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *