![Чиркӳре чан сасси янăранă](http://kasalen.ru/wp-content/uploads/2022/09/abc0f4b1-2feb-44f7-b476-3e4c53a76de1_новый-размер-300x365.jpg)
Вырсарникун Асанкасси ялĕнче пурăнакансемшĕн ял пурнăçĕнчи паллă пулăмпа çырăнса юлчĕ. Çак кун нумаях пулмасть хута янă çветтуй Николай Чудотворец ячĕллĕ чиркӳре чан сассисем пĕрремĕш хут янăранă. Чиркĕве вырнаçтармалли чансене çак ялта çуралса ӳснĕ Михаил Козлов çемйипе парнеленĕ.
Ялти чиркĕве чан выр- наçтарнă ятпа Асанкассисене, хăнасене, пухăннисене, пархатарлă ĕç тăвакансене, кĕлле килнисене район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов тав тунă, чан вырнаçтарнă ятпа саламланă.