«Наци кросĕ» пĕрлештерет, сывлăха çирĕплетет

Сентябрĕн 17-мĕшĕнче районта  «Наци кросĕ — 2022»  чупу   иртрĕ.    Çак кун, тĕрĕссипе каласан,  Пĕтĕм Раççей чупнă, спорт ăмăртăвĕсенче тупăшнă. Асăннă чупу пирĕн район çыннисене те пĕрле пухрĕ. Унта спорта юратакансем   чылайăн пуçтарăнчĕç% пĕрисем — ăмăртрĕç, теприсем вĕсене хавхалантарчĕç.

 «Нацисен кросĕ» чупăва район пуçлăхĕ Ремис Мансуров,  район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, спорт ветеранĕ Василий Пундяков  уçрĕç.   

— Нацисен кросĕ вăл — спорт мероприятийĕ кăна мар, çав вăхăтрах социаллă пĕлтерĕшлĕ пулăм та. Массăллă чупăва спорта кăмăллакансемпе пĕрле профессионалсем, спорт ветеранĕсем те тăраççĕ. Чăваш Енре 2004 çулта старт илнĕ кросăн тĕп тĕллевĕ — халăха сывă пурнăç  йĕркипе пурăнма хăнăхтарасси,  çамрăксене спорта ытларах явăçтарасси, — терĕ Ремис Мансурович  пухăннисене саламласа. Вăл чупăва хутшăнакансене ăнăçу, çирĕп сывлăх  сунчĕ.

— Спорт пире, пурне те пĕрлештерет.  Эпир — сывă пурнăç йĕркишĕн! Уяв ячĕпе саламлатăп, — терĕ чупăва пухăннисене саламласа Александр Осипов.

Сывă пурнăç йĕркипе пурăнакан, пур ăмăртăва та хастар хутшăнакан  спорт ветеранĕ Василий Пундяков  пурне те чупăва хутшăнма кăмăл тунăшăн, спорт уявне килнĕшĕн тав турĕ. 

Часах ăмăртусем пуçланчĕç. Вĕсем тĕрлĕ ушкăнра иртрĕç. Ăмăртăва ача садне çӳрекенсенчен пуçласа ветерансем  таранах  хутшăнчĕç. 

Ача садне çӳрекенсенчен  финиша пĕрремĕш К.Наумова, А.Хайбуллин çитрĕç, А.Алексеев, Г.Павлов,   Р.Мингалиева, А.Мухаметзянова иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене тухрĕç.

1—2-мĕш  классенче  вĕренекенсенчен Р.Гайнуллова, К.Федорова, Ю.Акчурина, Я.Рахимзянова, С.Чернов, Д.Валерьянов, С.Хораськин 1—3-мĕш  чупса тухрĕç.

3—4-мĕш классенчен П.Семенова, Л.Зайнуллина, Д.Никитина, Б.Хасянов, П.Смирнов, Р.Сафиуллин чи хăвăрт чупакансем пулчĕç. К.Николаева, Д.Сафьянова, М.Лукиянова, П.Романова, И.Шакуров, С.Петров, А.Краснов 5—7-мĕш классенче вĕренекенсем хушшинче палăрчĕç.  8—9-мĕш классенче пĕлӳ пухакансенчен В.Григорьевăна, К.Потаповăна, А.Имангуловăна, С.Чебанина, И.Бадертдинова, Т.Никитина çитекенни пулмарĕç.  Д.Амерханова, Н.Борисова,  Е.Дряблова, А.Биктимиров, Н.Казаков, А.Алимов аслă классенче вĕренекенсем хушшинче çĕнтерчĕç. 

Хĕрсемпе хĕрарăмсем çак кун иртекен старта хăпса тухма май тупнă  тесен те юрать.  Пурте вăр-варлăхпа палăрчĕç. Вĕсем йышлăн старта тăчĕç. Р.Зейнатуллина  1-мĕш вырăна тухрĕ,   В.Арсентьева — иккĕмĕш. А.Крылова  виççĕмĕш пулчĕ. Арçынсенчен чи маттуррисем — А.Мартынов, В.Калашников, И.Мухаметшин.

Ветерансем хушшинче Р.Сапожникова, М.Алексеева, Л.Антонова, В.Мурзаев, В.Гаврилов, В.Скворцов малти вырăнсене тивĕçрĕç.

Ăмăртусем питĕ кăсăк иртрĕç. Аслă çулхисем çамрăксенчен юлманнине чупăва тухса тепĕр хут çирĕплетсе пачĕç, ыттисем  валли вĕсем ырă тĕслĕх пулчĕç.

А.Антонова. 

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *