Четверг, 18 апреля

Куракансене юрă-ташăпа савăнтарать

Ачасен, çамрăксен тата аслă ăрури халăхсен пултарулăхне туллин аталантарма Кĕçĕн Çĕрпӳел ялĕнчи культура çуртĕнче тĕрлĕ кружоксем ĕçлеççĕ.  Çапла  культура еткерĕн йăли-йĕркисем   ăруран ăрăва куçаççĕ  кăна мар, ĕмĕр тăршшĕпех упранса юлаççĕ. Кĕçĕн Çĕрпӳел культура çурчĕн «Илем» фольклор ансамблĕнче шăпах çапла пулса иртет те.  Ансамбль ертӳçи — Альбина Ивановна Любимова. Ансамбль ял çыннисене хăйĕн хитре юррисемпе савăнтарма юратать.  Чăваш фольклор ансамблĕ   «Илем» 20 çул  ытла итлекенсен чĕрисене илемлĕ юрă-кĕвĕпе тыткăнлать. Ансамбль районти нумай наци уявĕсемпе фестивальсене,  «Питрав», «Акатуй», «Туслăх кĕперĕ» тата ытти фестивальсене хутшăнать.  «Илем» — район территорийĕнче чăваш культурин йăли-йĕркине  упракан  хăйне евĕр ансамбль.  Унта хутшăнакансем тăван чĕлхепе   калаçаççĕ,  юрлаççĕ,  халăх йăлисене хисеплеççĕ.  Вĕсен пултарулăх номерĕсене халăх  хĕпĕртесе йышăнать.  Фольклор коллективĕн репертуарĕ пуян. Вĕсем  юрату, çутçанталăк,  тăван ял тата тавралăх çинчен юрлаççĕ. 

Нумаях пулмасть  «Илем» фольклор ансамблĕ  Чăваш Республикинчи «Туслăх кĕперĕ» наци фестивалĕн дипломанчĕ, Пушкăртстан Республикинчи регионсем хушшинчи фестивальте II степеньлĕ лауреат дипломне тивĕçрĕ.  Волгоград облаçĕнче иртнĕ «За Родину, Родина — мать» фестивальте те ушкăн  II степеньлĕ лауреат Дипломне тивĕçрĕ.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *