Çемьесене тĕрĕсленĕ

Районти халăха социаллă пулăшу   кӳрекен центрăн специалисчĕ С.Дмитриева, район администрацийĕн вĕренӳпайĕн çул çитменнисемпе ĕçлес тата вĕсен прависене хӳтĕлес енĕпе тăрăшакан тĕп специалист-эксперчĕ Л.Пушкина тата опекăпа попечительлĕх енĕпе ĕçлекен специалисчĕ Т.Краснова районти йывăр лару-тăрăва лекнĕ çемьесене тĕрĕсленĕ.

Специалистсем çул çитменнисене воспитани паракан çемьесем мĕнле условисенче пурăннине, ачасене шкула мĕнле хатĕрленине, çитĕннисем ашшĕ-амăшĕн тивĕçĕсене мĕнле пурнăçласа пынине тĕрĕсленĕ.

Профилактика рейчĕ вăхăтĕнче пĕтĕмĕшле 17 ача çитĕнекен 6 çемьене çитнĕ. Вĕсем — учетра тăракан нумай ачаллă тата тулли мар çемьесем. Рейд вăхăтĕнче ашшĕ-амăшне ачасене вĕренме тата аталанма тивĕçлĕ условисем туса памалли çинчен каласа ăнлантарнă, ашшĕ-амăшĕн тивĕçĕсене кирлĕ пек пурнăçламанни мĕн патне илсе пыни çинчен калаçнă. Çавăн пекех пушар  тухас- ран асăрханмалли правилăсем, ачасен урамри тата обществăлла вырăнсенчи хăрушсăрлăх йĕркисем çинчен аса илтернĕ.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *