Четверг, 25 апреля

Интернет урлă çĕнĕ тĕнче уçнă

Интернет урлă çĕнĕ тĕнче уçнă

Чăваш Енре пурăнакан 50 çултан аслăрах çынсем Пĕтĕм Раççейри «Интернета тав — 2022» конкурса хăйсен ĕçĕсене тăратаççĕ. Хальлĕхе Интернетпа усă куракан чи маттур та хастар аслă ăру çыннисен йышне кĕрессишĕн республикăри   5 çын тупăшать.

Пирĕн районта пурăнакан Галина Родионова «Манăн интернет-çитĕнӳсем» номинацире конкурса хутшăнма заявка панă. Библиотекăра тăрăшаканскере цифра пĕлӳлĕхĕ кирлех. Галина Николаевна 54 çулта чухне Интернетпа усă курма вĕреннĕ, пĕтĕм тĕнчери тетел пулăшнипе хăйне валли çĕнĕ майсем уçнă. «Эпĕ хам ума тĕллев лартрăм — епле пулсан та компьютерпа ĕçлеме вĕренмелле. Малтанах питĕ йывăрччĕ, нимĕн те пулмастчĕ. Çапах майĕпен, утăм хыççăн утăм эпĕ компьютерпа туслашма пултартăм, пĕтĕм тĕнчери тетелте çĕнĕ пурнăç пуçларăм», — пĕлтерет вăл.

Интернет уçлăхĕнчи çĕнтерĕвĕсем Галина Николаевнан 2015 çулта пуçланнă. Библиотекарь «Вулакан çын» проект хатĕрлесе «21-мĕш ĕмĕр библиотеки» республика конкурсĕнче призерсен шутне кĕнĕ. Проект çумне вăл Юхма Мишшин калавĕпе «Итлемен Шип чăх чĕппи» буктрейлер хатĕрленĕ. Конкурсра мала тухни Галина Родионовăна компьютер пĕлĕвне тата та тарăнлатма хавхалантарнă.

2021 çулта вăл Томск патшалăх университетĕнче «Сас паллинчен цифра таран» программăпа онлайн-занятисене хутшăннă. Çакă ăна малалла аталанма пулăшнă. Вĕренӳ вăхăтĕнче Галина Николаевна тĕрлĕ программăсемпе паллашнă, сайтсем тума, онлайн-ыйтăмсем, тĕпчевсем ирттерме вĕреннĕ. «Çак вĕренӳ курсне тухса эпĕ халь ĕçре те, канура та компьютерпа çăмăллăнах ĕçлетĕп. Библиотекăна килекенсем тĕрлĕ справкăсем е урăх информаци шырама ыйтсан кирлине Интернет урлă вăр-вар тупса паратăп. Çавăн пекех республикăри тата халăхсем хушшинчи онлайн-конкурссене хутшăнатăп, малти вырăнсене те тухатăп», — каласа парать вăл.

Пĕтĕм тĕнчери тетел урлă Галина Николаевна Краснодар крайĕнче пурăнакан аякри тăванĕсене те шыраса тупнă. Çывăх çынсене «Одноклассники» социаллă сеть урлă тупса 2017 çулта пĕр тăванĕпе пĕрле вĕсем патне хăнана та кайса килнĕ.

«Эпĕ хам Интернетпа усă курнипе çеç мар, пĕр ялта пурăнакансене компьютерпа туслаштарас тĕллевпе «Манăн компьютер» клуб та ертсе пыратăп. Халĕ ман патра виçĕ пенсионер компьютер пĕлĕвĕ алла илеççĕ. Вĕсене электрон почти тума, патшалăх пулăшăвĕсен порталĕпе усă курма, тухтăр патне çырăнма вĕрентрĕм», — пĕлтерет Галина Родионова.

Аса илтеретпĕр, «Интернета тав» конкурса «Раççей Федерацийĕн цифра экономики» наци программипе килĕшӳллĕн йĕркеленĕ. Унта компьютерпа ĕçлеме пĕлекен аслă çулсенчи кашни çыннах хутшăнма пултарать.  

Н.МЕДВЕДЕВА хатĕрленĕ.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *