Çĕрулми кăлараççĕ, çĕртме тăваççĕ

Çĕрулми кăлараççĕ, çĕртме тăваççĕ

Кĕркунне çанталăк сивĕтни, йĕпхӳ çумăр çуни аграрисене  уй-хирсенчи ĕçсене васкарах  пурнăçлама хистет. Районĕпе илес пулсассăн,  вырма ĕçĕсем вĕçленнĕпе пĕрех.  Районти ял хуçалăх предприятийĕсенче çĕрулми кăларма тытăннă, кĕрхи çĕртме тăваççĕ, куккурус выраççĕ, кĕрхи культурăсене акса                  пĕтереççĕ. 

Сентябрĕн  9-мĕшĕ тĕлне 12476 гектар лаптăк çинчен пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тырăсем пуçтарса илнĕ. Вăл шутран 2238 гектар кĕрхи тулă, 683 гектар ыраш, 4377 гектар урпа, 3625 гектар çурхи тулă, 1270 гектар сĕлĕ,158 гектар пăрçа, 125  гектар вика.  38732 тонна тырă йĕтемсем çине кĕнĕ. Вăтам тухăç кашни гектар пуçне 31  центнерпа танлашнă.

Районĕпе кĕр тыррисем  1262 гектар акнă. Ял хуçалăх производство кооперативĕсенче, фермер хуçалăхĕсенче, колхозсенче ĕçченсем кĕрхи çĕртме тунă çĕрте тăрăшаççĕ. Ку ĕçе 1875 гектар çинче пурнăçланă.

«Комсомольские овощи» ООО-ра (20 гектар), «Дружба» ЯХПК-ра (12 гектар), «Слава картофелю» агрофирмăра (8 гектар), Самаринăн фермер хуçалăхĕнче (3 гектар)   çĕрулми  кăларнă. «Иккĕмĕш çăкăра» хальлĕхе  43 гектар çинчен 1370 тонна пуçтарса кĕнĕ, вăтам тухăç кашни гектартан 318 центнер.

«Луч» ЯХПК-ра тата Минатуллинăн фермер хуçалăхĕнче рапс тирпейлеççĕ. Ăна 85 тонна пуçтарса кĕртнĕ.

Пур хуçалăхра та кĕрхи ĕçсем малалла  пыраççĕ. Тĕллев — ĕçсене вăхăтра тата пахалăхлă пурнăçласси. 

Р.Басников.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *