Понедельник, 24 июня

Цифрăллă Чăваш Ен конкурс

Цифрăллă Чăваш Ен конкурс

ЧР Цифра аталанăвĕн, информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви чи пысăк технологи компанийĕсемпе пĕрле журналистсемпе блогерсен «Цифрăллă Чăваш Ен» конкурсне ĕçсем йышăнма пуçлани çинчен пĕлтерет. Пултарулăх ăмăртăвне республикăра информаци технологийĕсем тата çыхăну отраслĕ мĕнле аталаннине объективлă тата пахалăхлă çутатса пама пулăшас тĕллевпе йĕркеленĕ.

Конкурса пичет кăларăмĕсен тата электронлă массăллă информаци хатĕрĕсен, интернет-порталсен журналисчĕсем, блогерсем, социаллă сетьсемпе усă куракансем хутшăнма пултараççĕ. Авторсем 18 çултан аслăрах пулмалла.

Конкурс 4 номинаципе иртет: «Эпĕ ИТ суйлатăп» — ачасемпе çамрăксене пысăк технологисен тĕнчине илĕртесси* «Чăваш Ен — цифра регионĕ» — Чăваш Ене ИТ-бизнесра ĕçлеме   лайăх условисем паракан регион пек аталантарасси* «Интернет — кашни киле» — Чăваш Ен территорине Интернетпа тивĕçтересси, цифра танмарлăхне пĕтересси* «Хăрушсăр информаци хутлăхĕ» — Интернетпа усă куракансен хăрушсăрлăхĕ.

Унсăр пуçне тата 4 ятарлă номинаци çирĕплетнĕ: «Цифровизаци тата экологи» — электронлă «çӳп-çапа» пĕтересси, кивĕ пайсенчен çĕнĕ гаджетсем тăвасси, çынсен историйĕсем тата организацисен опычĕ; «Чăваш Енри ИТ-специалистăн карьери» — ИТ-специальноçсен хисепĕ, ИТ-специалистсен аталану майĕсем, ИТ-специалистсен ăнăçу историйĕсем; «Чи лайăх ИТ-блогер» — цифра технологийĕсене уçса паракан автор сайчĕсене тата блогсене аталантарасси; «Алăран укçапа мар тӳлекен Чăваш Ен» — республикăра пурăнакансене алăран укçа памасăр  тӳлеме хăнăхтарасси.

Пултарулăх конкурсĕн спонсорĕсем: информаци технологийĕсене аталантарма пулăшакан «Чăваш Республикин ИТ-кластерĕ» ассоциаци, «Ростелеком» ПАО-н Чăваш Республикинчи филиалĕ, «КСБ-СОФТ» ООО, «МегаФон» ПАО-н Чăваш Республикинчи уйрăмĕ, «Т2 Мобайл» ООО, «Кейсистемс» ООО, «Сбербанк» ПАО-н Чăваш Енри уйрăмĕ.

Конкурса тĕрлĕ жанрсемпе тата форматсемпе% репортаж, подкаст, социаллă ролик, статья, эссе тата ытти те — хатĕрленĕ авторла материалсене йышăнаççĕ. Вĕсене Интернет-площадкăсенче е массăллă информаци хатĕрĕсенче 2021 çулхи ноябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 2022 çулхи октябрĕн 31-мĕшĕччен вырнаçтармалла. ,çсене кăçалхи октябрĕн 31-мĕшĕччен digital29@cap.ru электрон почтăпа ярса памалла. Конкурса ноябрĕн 20-мĕшĕччен пĕтĕмлетеççĕ. Çĕнтерӳçĕсемпе призерсене дипломсемпе тата хаклă парнесемпе чыслĕç.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *